Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене 2014 ҫулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ.
Йыша шутлани 21:5-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх израильтянсем мӗншӗн Турӑпа Моисее хирӗҫ калаҫма пуҫланӑ тата ҫакӑнта пирӗн валли мӗнле асӑрхаттару пур? (Сент. 1, w99-U 8/15 26—27.)
Мӗншӗн Иегова Валаам ҫине питӗ ҫиленнӗ? (Йыша шутл. 22:20—22.) (Сент. 8, w04-U 8/1 27 с., 2 абз.)
Йыша шутлани 25:11-мӗшӗнчен эпир Финеес кӑмӑл-туйӑмӗ ҫинчен мӗн пӗлетпӗр тата унран эпир мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр? (Сент. 8, w04-U 8/1 27 с., 4 абз.)
Хамӑра кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен Моисей мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ? (Йыша шутл. 27:5, 15—18.) (Сент. 14, bp131-U 5 с.)
Иисус Навинпа Халев тӗслӗхӗсем мӗнле майпа ҫитменлӗхлӗ ҫынсем те, хӗсӗрленине пӑхмасӑрах, Туррӑн ҫулӗпе ӑнӑҫлӑ пыма пултарнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ? (Йыша шутл. 32:12.) (Сент. 22, w93-U 11/15 14 с., 13 абз.)
Салпаад хӗрӗсем Турра итлени мӑшӑрланман христиансене мӗнле ҫирӗплетме пултарать? (Йыша шутл. 36:10—12.) (Сент. 22, w08-U 2/15 4 с., 10 абз.)
Ӳпкелешни, хирӗҫлесе япӑх калани израильтянсене мӗн патне илсе ҫитернӗ тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Сак. аст. 1:26—28, 34, 35.) (Окт. 6, w13 8/15 11 с., 7 абз.)
Иеговӑн пиллӗхӗсене илес тата Пама пулнӑ ҫӗр ҫинче ӑнӑҫлӑ пурӑнас тесен израильтянсен мӗнле икӗ хушӑва тытса тӑмалла пулнӑ? (Сак. аст. 4:9.) (Окт. 13, w06-U 6/1 29 с., 15 абз.)
Пушхирте ҫӳренӗ чухне израильтянсен тумтирӗсем кивелмен тата вӗсен урисем шыҫӑнса аптӑраман тени мӗне пӗлтерет? (Сак. аст. 8:3, 4.) (Окт. 20, w04-U 9/15 26 с., 1 абз.)
Израиль халӑхне: «Иеговӑна шанчӑклӑ пулӑр» — тесе каланӑ хушӑва эпир мӗнле тытса тӑма пултаратпӑр? (Сак. аст. 13:4, 6—9.) (Окт. 27, w02-U 10/15 16 с., 14 абз.)