Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене 2014 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ.
Мӗншӗн Тухни 23:2-мӗшӗнче ҫырса панӑ принциппа пурнӑҫра усӑ курмалла? (Майӑн 5, w93-U 10/1 27 с., 5, 7 абз.)
Священниксем Иеговӑна парне кӳрес умӗн алли-урине шывпа ҫума хушнине тытса тӑни мӗншӗн питӗ кирлӗ пулнӑ тата ҫакӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсене паян мӗн пирки хыттӑн астутарса тӑрать? (Тух. 30:18—21.) (Майӑн 19, w96-U 7/1 9 с., 9 абз.)
Мӗншӗн Аарона ылтӑн пӑру тунӑшӑн наказани паман? (Тух. 32:1—8, 25—35.) (Майӑн 19, w04-U 3/15 27 с., 4 абз.)
Христиансем хӗрпе е каччӑпа ҫӳресси ҫине тата мӑшӑрланасси ҫине мӗнле пӑхни Турӑ израильтянсене ытти халӑхри ҫынсемпе мӑшӑрланма хушманнипе мӗнле ҫыхӑнса тӑрать? (Тух. 34:12—16.) (Майӑн 26, w90-U 4/1 18—19 с., 11—13 абз.)
Веселеилпа Аголиавӑн тӗслӗхӗсем пире мӗншӗн хавхалантараҫҫӗ? (Тух. 35:30—35.) (Майӑн 26, w10 9/15 6 с., 13 абз.)
Израильти аслӑ священникӑн кидарӗ ҫинчи «тасалӑх тивлетне кӑтартакан» паллӑ мӗн ҫинчен аса илтерсе тӑнӑ тата хамӑра Турра халаллани ҫинчен ҫак паллӑ пире мӗне вӗрентет? (Тух. 39:30.) (Июнӗн 2, w01-U 2/1 14 с., 2, 3 абз.)
Пухури тӑван пысӑк ҫылӑх туни ҫинчен пӗлсен христианин хӑш тӗлӗшрен яваплӑ пулса тӑрать? (Лев. 5:1.) (Июнӗн 9, w97-U 8/15 27 с.)
Канӑҫлӑх парнисем израильтянсемшӗн мӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ тата пирӗншӗн паян мӗне пӗлтереҫҫӗ? (Лев. 7:31—33.) (Июнӗн 16, w12 1/15 18 с., 11, 12 абз.)
Надавпа Авиуд, Аарон ывӑлӗсем мӗнле ҫылӑх тунӑ теме пулать тата ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? (Лев. 10:1, 2, 9.) (Июнӗн 23, w04-U 5/15 22 с., 6—8 абз.)
Мӗншӗн хӗрарӑм ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн «таса мар» пулса тӑнӑ? (Лев. 12:2, 5.) (Июнӗн 23, w04-U 5/15 23 с., 2 абз.)