Япӑх вулакансене мӗнле пулӑшма пулать
1. Япӑх вулакансемпе Библи вӗреннӗ чухне мӗнле йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ?
1 Япӑх вулакансем чӑнлӑхпа интересленме пултараҫҫӗ, анчах та вӗсене Библи е ытти кӗнекесене вулас шухӑш хӑратма пултарать. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек ҫынсене Библи вӗренмелли пособи сӗннӗ чухне малтанлӑха вӗсем ӑна илесшӗнех пулмӗҫ. Вӗсене чӑнлӑха пӗлме мӗнле пулӑшма пулать? Эпир 20 ытла ҫӗршыври опытлӑ хыпарҫӑсенчен ыйтса пӗлтӗмӗр. Аяларах вӗсем каласа панӑ хӑш-пӗр канашсене илсе панӑ.
2. Япӑх вулакансемпе вӗреннӗ чухне мӗнле публикацисемпе усӑ курма пулать?
2 Вӗренекене вулама йывӑр е вӑл пачах вулама пӗлмест пулсан «Турра итле» е «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑран пуҫлама пулать. Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи пӗр пионер ҫынна брошюрӑсене иккӗшне те кӑтартать те хӑшӗнпе вӗренес килнине ыйтать. Кенири филиал ҫак публикацисемпе вӗренни питӗ ӑнӑҫлӑ пулнине пӗлтерет, мӗншӗн тесен Африкӑра вӗрентмелли тӗп меслет вӑл — ыйту-хуравпа сӳтсе явни мар, калавсем каласа пани. Ҫырма-вулама вӗреннӗ ҫынна материала вуласа сӳтсе явма килӗшет пулсан, вулама пӗлмен ҫын вара хӑйне аван мар туйма пултарать. Вӗренекен ҫын кӑштах вулама пӗлнине курса хыпарҫӑсенчен нумайӑшӗ малтанлӑха ансат чӗлхепе ҫырнӑ брошюрӑсемпе е кӗнекесемпе вӗренӳ ирттерет.
3. Вулама пӗлмен ҫынсене пулӑшас тесен пирӗн мӗн асра тытмалла?
3 Мухтани питӗ кирлӗ. Вулама пӗлмен ҫынсем ҫакӑншӑн вӑтанма пултараҫҫӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсене ниме юрӑхсӑр ҫын вырӑнне хураҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫавӑн пек ҫынсене чӑнлӑха вӗрентес тесен чи малтан вӗсем хӑйсене ҫӑмӑллӑн туйччӑр тесе лӑпкӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑру тумалла. Вулама пӗлмен ҫынсенчен нумайӑшӗ вӗренме пултаракан ӑслӑ ҫынсем. Вӗсене тивӗҫлипе хисепленине кӑтарт (1 Петр 3:15). Хӑйсем тӑрӑшни усӑсӑр пулманнине тата чӑнлӑхра ӳсӗмсем тунине кура вӗсем хаваспах малалла вӗренӗҫ. Ҫавӑнпа та час-часах мухтаса ил.
Вулама пӗлмен ҫынсем ҫакӑншӑн вӑтанма пултараҫҫӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсене ниме юрӑхсӑр ҫын вырӑнне хураҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫавӑн пек ҫынсене чӑнлӑха вӗрентес тесен чи малтан вӗсем хӑйсене ҫӑмӑллӑн туйччӑр тесе лӑпкӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑру тумалла
4. Япӑх вулакансене вӗренӗве хатӗрленме мӗнле хавхалантарма пулать?
4 Вӗренекен япӑх вулать пулсан та вӗренӗве хатӗрленме хавхалантар. Кӑнтӑр Африка Республикинчи хӑш-пӗр хыпарҫӑсем вӗренекенсене лайӑх вулама пӗлекен хӑйсен хурӑнташӗсенчен е тусӗсенчен пулӑшу ыйтма сӗнеҫҫӗ. Вӗренекене хатӗрленме хавхалантарас тесе Великобританири хыпарҫӑ ҫапла тӑвать: вӗренӳ иртнӗ чухне вӑл ҫынна хӑйӗн кӗнекине вӑхӑтлӑха парать, ҫапла вӗренекен ыйтусен хуравӗсене паллӑ туса хурсан тупма ҫӑмӑлтарах пулнине курать. Индири арҫын тӑван вӗренекенсене тепӗр урокри ӳкерчӗксене маларах пӑхса тухма тата вӗсем ҫинчен шухӑшлама сӗнет.
5. Вӗренӳ ирттернӗ чухне вӗрентекен мӗнле майпа чӑтӑмлӑх кӑтартма пултарать?
5 Чӑтӑмлӑ пул. Кирек мӗнле публикацие вӗренсен те вӗренекен тӗп шухӑшсене лайӑх ӑнланса юлтӑр тесе вӗсем ҫине тимлеттер. Тен, малтанлӑха вӗренӗве 10-15 минут хушши ирттерни лайӑхрах. Пӗр занятинче ытла нумай материал вӗренме ан тӑрӑш, ытларах чухне темиҫе абзац ҫителӗклӗ. Вӗренекен хуллен вулать пулсан чӑтӑмлӑ пул. Унӑн лайӑхрах вулама вӗренес кӑмӑлӗ Иеговӑна пархатарлӑ пуласси ӳссе пынӑҫемӗн ҫирӗпленсе пырӗ. Ҫавӑнпа та вӗренӳ пуҫлансанах ӑна пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене чӗн.
6. Ҫынна вулама вӗренме мӗнле пулӑшмалла?
6 Ҫын вулама вӗренсе ҫитсен чӑнлӑхра ӳсӗмсем хӑвӑртрах тӑвать (Пс. 1:1—3). Вӗренекен манран пулмасть тесе шутлать пулсан, вӑл мӗне вӗренсе ҫитни ҫине тимлеттерсе хавхалантарма пулать. Иегова вӑл тӑрӑшнине пиллессе шантар тата Турӑран пулӑшу ыйтса кӗлтума хавхалантар (Ытар. 16:3; 1 Иоанн 5:14, 15). Великобританири хыпарҫӑсенчен хӑшӗ-пӗрисем вӗренекенсене малалла утӑмсем тума пулӑшакан пысӑках мар тӗллевсем лартма хавхалантараҫҫӗ: малтан алфавит вӗренме, каярахпа Библири сӑвӑ йӗркисене тупса вулама, юлашкинчен вара Библи тӑрӑх ҫырнӑ вулама ҫӑмӑл публикацисене вулама. Ҫынна вулама вӗренме пулӑшас тесен ӑна лайӑх вулама вӗренме кана мар, вулас кӑмӑла та аталантарма пулӑшмалла.
7. Мӗншӗн пирӗн япӑх вулакансене чӑнлӑха каламасӑр тӑмалла мар?
7 Иегова ҫырма-вулама пӗлмен ҫынсене ниме юрӑхсӑр ҫынсем вырӑнне хумасть (Иов 34:19). Вӑл ҫыннӑн чӗрине пӑхать (1 Ҫулс. 28:9). Ҫавӑнпа та япӑх вулакансене чӑнлӑха каламасӑр ан тӑрӑр. Санӑн малтанлӑха усӑ курмалли питӗ нумай лайӑх хатӗрсем пур. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫынна Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗплӗнрех пӗлме пулӑшас тесе Библи вӗрентӗвӗсене тӗплӗнрех сӳтсе явнӑ пособисемпе усӑ курма пулать.