Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене 2014 ҫулхи апрелӗн 28-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ.
Потифар арӑмӗ илӗртнӗ чухне Иосифа аскӑн ӗҫрен тарма мӗн пулӑшнӑ? (Пулт. 39:7—12.) (Мартӑн 3, w13 2/15 4 с., 6 абз; w07-U 10/15 23 с., 16 абз.)
Тӗрӗсмарлӑхпа тата инкексемпе тӗл пулакансене Иосиф хӑш тӗлӗшрен тӗслӗх панӑ? (Пулт. 41:14, 39, 40.) (Мартӑн 10, w04-U 1/15 29 с., 6 абз; w04-U 6/1 20 с., 4 абз.)
Иосифӑн хӑйӗн пиччӗшӗсене хӗрхенме мӗнле сӑлтав пулнӑ? (Мартӑн 17, w99-U 1/1 30 с., 6, 7 абз.)
Пултарни 49:27-мӗшӗнче пророкла калани Вениамин ӑрӑвӗ ҫинче мӗнле пурнӑҫланнӑ? (Мартӑн 24, bp118-U 29 с., рамка.)
Тухни 3:7—10-мӗшӗсенчен эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? (Мартӑн 31, w09-U 3/1 15 с., 3—6 абз.)
Моисей пурӑннӑ вӑхӑтра Иегова хӑй сӑмах панине мӗнле пурнӑҫланӑ? (Тух. 3:14, 15.) (Мартӑн 31, w13 3/15 28 с., 5, 6 абз.)
Тухни 7:1-мӗшӗ тӑрӑх Турӑ Моисее «Эпӗ сана фараоншӑн Турӑ туса хутӑм» тени мӗне пӗлтерет? (Апр. 7, w04-U 3/15 25 с., 7 абз.)
Египетран илсе тухнӑ чухне Иеговӑн ҫӑлма пултаракан вӑй-хӑватне курнӑ израильтянсем мӗнле шухӑш-кӑмӑл кӑтартма пуҫланӑ тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? (Тух. 14:30, 31.) (Апр. 14, w12 3/15 28 с., 8—10 абз.)
«Ӑмӑрткайӑк ҫуначӗ ҫинче... ҫӗклесе ҫӳренине» тенӗ сӑмахсем мӗншӗн Иегова ҫӗнӗрен йӗркеленӗ Израиль халӑхӗшӗн юратса тӑрӑшнине лайӑх кӑтартса параҫҫӗ? (Тух. 19:4.) (Апр. 28, w96-U 6/15 10 с., 5 абз.— 11 с., 2 абз.)
«Ашшӗсен айӑпӗшӗн» ачисен ачисене Иегова наказани парать тенине мӗнле ӑнланмалла? (Тух. 20:5.) (Апр. 28, w04-U 3/15 27 с., 1 абз.)