Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 14/4 2—3 с.
  • «Халӑха пух»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Халӑха пух»
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
  • Ҫавнашкал материал
  • Итлӗр тата вӗренӗр
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2013
  • Область конгресӗсем чӑнлӑх ҫинчен хӑватлӑн пӗлтереҫҫӗ
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
  • Область конгресӗсенче Турра мухтава кӑларатпӑр
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2010
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
km 14/4 2—3 с.

«Халӑха пух»

1. Область тата пӗтӗм тӗнчери конгрессем хӑш енчен Египетран тухнӑ хыҫҫӑн пулса иртнӗ паллӑ событие аса илтереҫҫӗ?

1 Израильтянсем Египетран тухнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Иегова Моисее халӑха, Хӑйӗн сӑмахӗсене итлеччӗр, унран хӑраса тӑма вӗренччӗр тата унӑн ҫулӗсене хӑйсен ачисене вӗрентме пултарччӑр тесе, Синай тӑвӗ умне пухма хушнӑ (Сак. аст. 4:10—13). Паллах ӗнтӗ ҫак событи вӗсен асӑнче яланлӑха тӑрса юлнӑ тата хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ. Ҫитес темиҫе уйӑх хушшинче Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Унран вӗренме область тата пӗтӗм тӗнчери конгресӗсенче пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем пире ытларах усӑ паччӑр тесен мӗн тумалла?

2. Конгреса эпир мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр?

2 «Хатӗр тӑччӑр». Ҫав паллӑ событи умӗн Синай тӑвӗ умӗнче Иегова: «Халӑх... хатӗр тӑччӑр» — тесе каланӑ (Тух. 19:10, 11). Ҫавна евӗрлӗ, программӑра хутшӑнакансем кӑна мар, кам конгреса каяс текенсен пурин те тӗплӗн хатӗрленмелле. Тӗслӗхрен, нумайӑшӗн конгреса кайма ӗҫ хуҫинчен ыйтас пулать. Тен, санӑн лару-тӑрӑву Неемийӑнни пекех. Вӑл Артарксеркс патша патӗнче эрех парса тӑракан пулнӑ пулсан та Иерусалим стенисене ҫӗнетме каяс тесе хӑйӗн ӗҫ вырӑнне хӑварасшӑн пулнӑ, анчах патша ямасть пуль тесе хӑранӑ вӑл. Неемия кӗлтунӑ та вырӑнлӑ сӑмахсене суйласа патшаран хӑюллӑ ыйтнӑ. Патша ӑна кайма ирӗк панӑ кӑна мар, вӑл ӑна стенасене ҫӗнетме мӗн кирлине те панӑ! (Неем. 2:1—9.) Унсӑр пуҫне, конгресс иртекен вырӑна мӗнле ҫитесси тата ӑҫта пурӑнасси пирки шухӑшламалла. Старейшинӑсем кама пулӑшу кирлӗ, ҫавсене пурне те пулӑшма хатӗр. Кашни кун программа пуҫланичченех килме тата унта мӗн каланине тимлӗ итлеме тӑрӑш (Евр. 2:1).

3. Конгресс программине итлеме чӗрене хатӗрлеме пире мӗн пулӑшӗ?

3 Хатӗр пулни вӑл ҫавӑн пекех итлеме тата вӗренме хамӑр чӗресене хатӗрлемеллине пӗлтерет (Езд. 7:10). Конгресс программине официаллӑ сайт ҫине маларах кӑларса хурӗҫ. Унта пур докладӑн ячӗсене тата докладра илсе панӑ Библири пӗр-икӗ сӑвӑ йӗркине ҫырса парӗҫ. Ҫавӑнпа конгресс умӗн темиҫе эрне хушшинче ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ҫав программӑна сӳтсе явма пулать. Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем программкӑна пичетлесе илеҫҫӗ те конгресс вӑхӑтӗнче унта кӗскен ҫырса пыраҫҫӗ.

4. Конгресс ачасене вӗрентме мӗнле май парать?

4 Хӑвӑр ачӑрсене вӗрентӗр. Библире каланӑ тӑрӑх Турӑ израильтянсене Синай тӑвӗ умӗнче ҫавӑн пекех хӑйсен «ачисене вӗрент[ме]» пуҫтарнӑ (Сак. аст. 4:10). Ҫавӑн пекех конгресс ашшӗ-амӑшне хӑйсен ачисене вӗрентме лайӑх май парать. Ашшӗ-амӑшӗсен программа вӑхӑтӗнче ачисем ҫумра ларччӑр тата тимлӗ итлеччӗр тесе тӑрӑшмалла. Конгресс иртнӗ кашни кун вӗҫӗнче тата каярах ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне ҫемьерисем пӗрле программӑн пункчӗсене сӳтсе явма пултараҫҫӗ.

5. Ҫитес конгресс пире мӗнле усӑ парӗ?

5 Синай тӑвӗ умӗнче пулса иртнӗ паллӑ событи израильтянсене Туррӑн халӑхӗ пулни питӗ пысӑк чыс пулнине ӑнланса илме пулӑшнӑ (Сак. аст. 4:7, 8). Ҫитес конгресс пире ҫавӑн ҫинчен шухӑшлама хавхалантарӗ. Виҫӗ кун хушшинче эпир, пушхирпе танлаштарнӑ ҫак Сатанан тӗнчине вӑхӑтлӑха хӑварса, Туррӑн ӗҫне малалла та туса тӑма вӑй-хал илӗпӗр тата унӑн халӑхӗпе хутшӑнса-савӑнса хамӑра ҫирӗплетӗпӗр (Ис. 35:7—9). Иеговӑн кунӗ ҫывӑхарса килнӗҫемӗн пӗрле пухӑнса пӗр-пӗрне хавхалантармалли майпа усӑ курар! (Евр. 10:24, 25.)

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр