Сӑваплӑ ӗҫри ҫитӗнӳсем
Хаваспах пӗлтеретпӗр: 2013 ҫулта Раҫҫейре «Турӑ сӑмахӗ — чӑнлӑх!» ятлӑ 85 область конгресӗ иртнӗ, пӗтӗмӗшпе илсен, вӗсенче 170 681 ҫын пулнӑ. Унсӑр пуҫне 2 126 ҫын хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халалланине кӑтартса шыва кӗнӗ. Ҫапла майпа Исаия 60:22-мӗшӗнчи: «Сахаллинчен — пин, чи халсӑрринчен вӑйлӑ халӑх пулӗ»— текен пророкла сӑмахсем пурнӑҫланса пынине хамӑр куҫпа курса тӑратпӑр!