Сӑваплӑ ӗҫре пулса иртнисем
◼ Австрали. Аслӑ пӗлӳ илнӗ Джон ятлӑ арҫын, ача чухне чиркӗве ҫӳренӗскер, каярахпа «Турра пачах ӗненмен» ҫын пулса тӑнӑ. Пионер ӑна «Пурнӑҫа пултарнӑ-и?» брошюрӑна парса хӑварнӑ, кайран вара «У истоков жизни» брошюрӑна. Унӑн интересне малалла аталантарас тесе пионер ӑна кашни уйӑхра ҫӗнӗ брошюрӑсене парса тӑнӑ, вӗсенче пултарни ҫинчен е Библири пророкла каланисем ҫинчен статьясем пулнӑ чухне вӑл вӗсем ҫине тимлеттернӗ. Пионерӑн шухӑшӗпе вырӑнлӑ вӑхӑт ҫитсен вӑл Джона Библи тӗрӗс тата Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ кӗнеке пулнине тӗплӗн сӳтсе явакан кӗнеке сӗннӗ. Ҫав кӗнекене вуласа тухсан Джон хӑйӗн пирки «иккӗленекен агностик» тесе кала пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн пионер ӑна Библири тӗп вӗрентӳсене тӗплӗнрех сӳтсе явакан кӗнеке илсе килсе панӑ та Библи вӗренӗвӗ пуҫланӑ. Кӗнекере илсе панӑ Библири сӑвӑ йӗркисем Джонӑн чӗрине питӗ хытӑ пырса тивнӗрен вӑл каланӑ: «Тен, манӑн каллех Библие сентре ҫинчен илме тивӗ».
◼ Мексика. Арҫын пирӗн хыпарҫӑна Библи Турӑ кӗнеки пулнине ӗненместӗп тесе каланӑ. Хыпарҫӑ ӑна Библие Турӑ пӗлтернипе ҫырнине кӑтартса паракан ҫирӗплетӳсене пӑхса тухма сӗннӗ. Темиҫе хут тӗл пулса калаҫнӑ хыҫҫӑн Библири пӗлӳсем унӑн чӗрине пырса тивме пуҫланӑ. Уйрӑмах ӑна Туррӑн нормисем ҫинчен пӗлни килӗшнӗ. Вӑл хыпарҫӑна каланӑ: «Малтан, Библири сӑвӑ йӗркисене пӗрле вуланӑ чухне, унти канашсем ытти кӗнекесенчи пекех туйӑнатчӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ вӗсене пит тимлесех тӑмарӑм. Халӗ вара эпир Библие, уйрӑмах нравственность нормисем ҫинчен ҫырнине, вуланӑ чухне мана питӗ намӑс».
◼ Пӗрлешӳллӗ Штатсем. Пысӑк хуласенче нумай халӑх ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар пӗлтерес ӗҫе хутшӑннӑ чухне пӗр мӑшӑр Тайваньрен килнӗ хӗрарӑма тӗл пулнӑ, ҫав хӗрарӑм Турра ӗненнӗ, анчах та Библие ют ҫӗршыв кӗнеки тесе шутланӑ. Вӑл литература хурса тухнӑ стенд патне пыма шут тытнӑ, мӗншӗн тесен укҫа-тенкӗпе пурлӑх енчен унӑн пурте пулнӑ пулсан та унӑн ӑшӗнче канӑҫлӑх пулман. Вӑл пурнӑҫ тупсӑмне тупма Библи пулӑшӗ тесе шаннӑ. Ҫав мӑшӑр унпа Библи вӗренмелли тӗп пособипе тата «Прочный мир и счастье. Как их найти» брошюрӑпа вӗренме пуҫланӑ. Анчах та тӗп пособири иккӗмӗш сыпӑк вырӑнне вӗсем «Полезное руководство для всего человечества» брошюрӑри раздела пӑхса тухма шут тытнӑ. Малтанхи ултӑ абзацне сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм Библи ытти тӗн кӗнекисенчен ҫавнашкал питӗ уйрӑлса тӑни пирки шутлама та пултарайман тесе каланӑ. Библири пророкла каланисенчен хӑшӗ-пӗрисем мӗнле пурнӑҫланни ҫинчен пӑхса тухсан вара, вӑл тӗлӗннипе кӑшкӑрса янӑ: «Библи пек тӗп-тӗрӗс кӗнеке татах тупасси пирки шутлама та пултараймастӑп!»
◼ Япони. Арҫын пирӗн хыпарҫӑна Турра ӗненместӗп тесе каланӑ пулсан та вӑл ҫав арҫын патне кайма пӑрахман тата унпа сӗнмелли брошюрӑсенчи «Случайность или замысел?» рубрикӑри статьясене кӗскен сӳтсе явнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн арҫын хӑйӗн шухӑшне улӑштарнӑ та Пултаракан пур тесе шухӑшлама пуҫланӑ. Халӗ вӑл Турра ӗненет тата хыпарҫӑ унпа «Туррӑн ырӑ хыпарӗ» брошюрӑпа вӗренет.
◼ Канада. Хӗрарӑм тӑван пӗр хӗрарӑма, вӑл ҫуртӗнчен тухса хӑйӗн машини патне кайнӑ чухне, ҫав уйӑхри брошюрӑна панӑ. Тӑван ун патне тепӗр хут килсен хӗрарӑм ӑна ҫакӑ интереслентермест тата Турра ӗненместӗп тесе ҫирӗппӗн татса каланӑ. Апла пулин те хӗрарӑм тӑван ун патне «Как найти удовлетворение в жизни» брошюрӑпа тепӗр хут кайма шут тытнӑ. Хӗрарӑма килӗнче тӗл пулсан тӑван ӑна вӑл Турра ӗненменни пирки пӗлет пулсан та пурпӗрех ун ҫинчен шухӑшларӑм тесе каланӑ, мӗншӗн тесен хӗрарӑм ачине пӗччен пӑхса ӳстернине пӗлнӗ. Вӑл хӗрарӑма 4-мӗш страницӑри 6-мӗш абзаца кӑтартнӑ, унта лайӑх канашсене ӑҫта тупмалли пирки каланӑ. Ун хыҫҫӑн тӑван ӑна иккӗмӗш урокра ачасене вӗрентсе-пӑхса ӳстерес тӗлӗшрен панӑ канашсене вуласа тухма сӗннӗ. Хӗрарӑм брошюрӑна хаваспах илнӗ.