Пӗлтерӳсем
◼ Сӗнмелли литература. Ноябрь: «Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?» ятлӑ «Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар» (38 №) буклета салатмалли ятарлӑ кампани. Пуху хӑйӗн территорийӗнчи участоксенче буклетсемпе усӑ курса ырӑ хыпар пӗлтерсе тухрӗ пулсан е «Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар» буклетсем пӗтрӗҫ пулсан, Библи вӗренӗвӗ ирттермелли брошюрӑсем е «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» буклета сӗнмелле. Декабрь: Библи вӗренӗвӗ ирттермелли брошюрӑсем е «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» буклет. Январь тата февраль: «Туррӑн ырӑ хыпарӗ» брошюрӑпа е 32 страницӑллӑ ҫак брошюрӑсенчен пӗринпе усӑ курӑр: «Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?», «Турра итле», «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн». Март тата апрель: ҫав уйӑхри брошюрӑсем.
◼ Санкт-Петербургра, Конгрессен залӗнче экскурсисем эрне варринче 9:00—13:00 тата 14:00—16:00 сехетсенче иртеҫҫӗ. Шӑматкунсемпе вырсарникунсенче экскурсисем ирттермеҫҫӗ. Тархасшӑн, экскурсисем пирки малтан ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа калаҫса татӑлӑр: (812) 303-01-25 е (911) 708-90-11. Конгрессен залӗн адресӗ: Санкт-Петербург, Коломяжский проспекчӗ, 21-мӗш ҫурт («Пионерская» метро).