«Эпӗ сирӗн пата... килтӗм»
Алӑка уҫсан тата пире курсан хваттерте пурӑнакан эпир камсем тата мӗншӗн килни пирки аптраса тӑма пултарать. Вӑл хӑйне лӑпкӑ туйтӑр тесен калаҫӑва мӗнле пуҫламалла? Сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн хӑш-пӗр хыпарҫӑсем калаҫҫӗ: «Эпир сирӗн пата нумай ҫынна пӑшӑрхантаракан темӑна, йӗркесӗр ӗҫ тӑвасси ӳссе пынине, сӳтсе явма килтӗмӗр. Эсир мӗнле шутлатӑр..?» е «Эпӗ сирӗн пата Библи вӗренӗвӗ сӗнме килтӗм, уншӑн укҫа тӳлемелле мар». Ҫынна мӗншӗн килнине чи малтанах ӑнлантарса парсан, тен, вӑл пире итлеме килӗшӗ.