Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Сентябрь пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать: «Сывлӑх сунатпӑр. Паян эпир ҫынсемпе кӗскен калаҫатпӑр, вӗсене хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне телейлӗ тума пулӑшакан шанчӑклӑ канашсем ҫине тимлеттеретпӗр. Сирӗн шутпа, мӑшӑрлӑ пурнӑҫра телейлӗ пулма ытларах мӗн чӑрмантарать? [Хурава итле.] «Почему так много страданий? Когда они закончатся?» брошюрӑри юлашки страницӑна кӑтарт та пӗрремӗш ыйту хыҫҫӑнхи материала тата Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне те пулин сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Почему так много страданий? Когда они закончатся?» брошюра. Хамӑр пурӑнакан вырӑнта ҫынсенчен нумайӑшӗ мӗншӗн Турӑ ҫавӑн чухлӗ хӗн-асапа пулма ирӗк парать тесе ыйтаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки эсир хӑҫан та пулин шухӑшланӑ-и? [Хурава итле.] Библире каланӑ тӑрӑх кӗҫех ҫӗр ҫинче йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулмӗ. [Ӳлӗмхине 21:4 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра хӗн-асап мӗншӗн питӗ нумай пулнине кӑтартакан пиллӗк тӗп сӑлтава пӑхса тухнӑ. Унсӑр пуҫне, унта Турӑ хӗн-асапа мӗнле пӗтересси пирки Библире мӗн каланине ӑнлантарса панӑ.
«Правда о Хэллоуине» брошюра. «Хӗвеланӑҫри ҫӗршывсенче питӗ анлӑ сарӑлнӑ, пирӗн ҫӗршывра та уявлама пуҫланӑ Хеллоуин ятлӑ уяв ҫинчен эсир хӑҫан та пулин илтнӗ-и? Хӑш-пӗр ҫынсем Библири асӑрхаттарусене шута илсе ҫав уява хутшӑнас мар тесе шут тытнӑ. Тӗслӗхрен, ҫакна пула. [Левит 19:31 вуласа пар.] Теприсем тӗрлӗ сывлӑшсем пулнине ӗненмеҫҫӗ, ҫавӑнпа Хеллоуин уявӗ сиен кӳмест тесе шутлаҫҫӗ. Эсир ҫак уяв ҫине мӗнле пӑхатӑр? [Хурава итле.] Ҫак брошюрӑран эсир Хеллоуин уявӗ пуҫланса кайни лайӑххипе ҫыхӑнманни ҫинчен пӗлме пултаратӑр».