Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 13/7 7 с.
  • Ыйтусен рамки

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ыйтусен рамки
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2013
  • Ҫавнашкал материал
  • Шыва кӗни тата Турӑпа туслӑ пуласси
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Шыва кӗрсен эсир нумай пиллӗх илетӗр!
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Христианин пулса тӑрас тесен шыва кӗмелле
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Ӗмӗр-ӗмӗр Турӑшӑн ӗҫлеме тӗллев ларт
    Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан пӗлӳ
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2013
km 13/7 7 с.

Ыйтусен рамки

◼ Хӑйне шыва кӗме ирӗк париччен хыпарҫӑн пухӑва ҫӳресси ҫине мӗнле пӑхмалла тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе мӗн чухлӗ хутшӑнмалла?

Шыва кӗме шут тытни — ҫын пурнӑҫӗнче чи кирли. Ҫавӑнпа та ҫыннӑн хӑйне шыва кӗме ирӗк париччен Турӑ мӗн тума ыйтнине лайӑх ӑнланмалла. Унсӑр пуҫне вӑл Турӑ мӗн ыйтнисене хӑйӗн пурнӑҫӗнче тытса тӑрасшӑн пулни уҫҫӑн курӑнса тӑмалла.

Христиансене пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахмалла мар тесе хушу панӑ, ҫавӑнпа шыва кӗмен хыпарҫӑн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме тӑрӑшмалла (Евр. 10:24, 25). Пухура унран комментарисем парасса кӗтеҫҫӗ. Тата вӑл Теократи ӗҫӗн шкулне ҫырӑнсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, ҫакна тума ҫирӗп хушу ҫук пулсан та.

Христиансене пурне те ырӑ хыпар сарма тата вӗренекенсене хатӗрлеме хушнӑ, ҫавӑнпа хыпарҫӑ шыва кӗричченех сӑваплӑ ӗҫе тӑтӑшах хутшӑнмалла (Матф. 24:14; 28:19, 20). Хӑйне шыва кӗме ирӗк париччен унӑн миҫе уйӑх ырӑ хыпар сармалла? Вӑл ырӑ хыпара уйӑхран уйӑха хастарлӑн, пӗрмаях сарма шут тытнине кӑтартма ӑна ҫителӗклӗ вӑхӑт пани тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ (Пс. 77:37). Анчах та ырӑ хыпар сарма пуҫланӑранпа шыва кӗриччен нумай вӑхӑт иртмесен те юрать, хӑш-пӗр чухне темиҫе уйӑх та ҫителӗклӗ. Уйӑхра унӑн миҫе сехет ырӑ хыпар сармалла? Ҫакӑн пирки ҫирӗп правилӑсем ҫук. Старейшинӑсен кашни хыпарҫӑн лару-тӑруне шута илмелле, ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла тата виҫине пӗлмелле (Лука 21:1—4).

Шыва кӗрес текенсемпе тӗл пулса калаҫакан старейшинӑсен (е пухура старейшинӑсем ҫителӗклех мар чухне пулӑшакан ӗҫченсен) ҫынсем тӗрлӗрен пулнине асра тытмалла тата хыпарҫӑ шыва кӗме хатӗр е хатӗр марри пирки йышӑну тунӑ чухне ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла. Ҫын чӑннипех те Иегова Свидетелӗ пуласшӑн пулни тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрессипе ырӑ хыпар сарассине пысӑк чыс вырӑнне хуни курӑнмалла. Старейшинӑсем, паллах, ҫак ҫын хальлӗхе ырӑпа усала уйӑрса илме вӗренсе ҫитменнине тата ӑсталӑх опытлӑ хыпарҫӑсен пек пулманнине ӑнланаҫҫӗ. Старейшинӑсене ҫын шыва кӗме хатӗр мар пек туйӑнать пулсан, вӗсем Библипе усӑ курса сӑлтавне ыррӑн ӑнлантарса парӗҫ тата ӑна ҫак тӗлӗшрен пулӑшу илме пулӑшӗҫ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр