Пӗлтерӳсем
◼ Сӗнмелли литература. Май тата июнь: «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» трактат. Ҫын патне тепӗр хут кайсан Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Кирлӗ пулсан, «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑпа усӑ курӑр. Июль тата август: «Добрая весть от Бога» брошюрӑпа е 32 страницӑллӑ ҫак брошюрӑсенчен пӗринпе усӑ курӑр: «Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?», «Турра итле», «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн». Сентябрь тата октябрь: ҫав уйӑхри брошюрӑсем.
◼ Аса илтеретпӗр: 2013 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 1-мӗшӗччен пур пуху та 2014 ҫул валли «Календарь» тата «Исследовать Писания» брошюра яланхи форматпа тата пысӑк шрифтпа кирлӗ чухлӗ заказ тума пултарать. Вӗсем — кашни хӑй ыйтнӑ тӑрӑх илмелли публикаци, ҫавӑнпа вӗсене кам илес тет, ҫавсем валли кӑна заказ тумалла. Ҫак публикацисене, тархасшӑн, кӑтартнӑ вӑхӑтра заказ тума тӑрӑшӑр. Ҫак публикацисене мӗнле чӗлхесемпе илме пулнине кӑтартакан списока литературӑшӑн яваплӑ тӑван jw.org сайтра тупма пултарать.