Сӑваплӑ ӗҫри ҫитӗнӳсем
Пуху ҫумне ҫирӗплетмен территорисенче ырӑ хыпар сарнӑ май эсӗ пысӑк пиллӗхсем илтӗн-и? Иртнӗ ҫул Раҫҫейре 1 190 пуху ҫакӑн пек территорие ырӑ хыпар сарма ҫӳренӗ. Ҫулталӑк хушшинче сӑваплӑ ӗҫе ҫакӑн пек майпа 14 609 хыпарҫӑ хутшӑннӑ, вӗсем 6 759 Библи вӗренӗвӗ пуҫланӑ. Чӑннипех те, «тырӑ... шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ»! (Иоанн 4:35.)