Итлӗр тата вӗренӗр
1. Область конгресӗнче итлеме тата вӗренме мӗншӗн тимлӗ пулни ытларах кирлӗ?
1 Кӗҫех 2013 ҫулхи область конгресӗсем пуҫланӗҫ. Программӑна пӗтӗм тӗнчери тӑвансене мӗн кирлине шута илсе хатӗрлес тесе пысӑк ӗҫ тунӑ. Конгресра кашни кунах пулас тесе эсир мӗн кирлине пурне те турӑр-и? Ҫакӑн пек пысӑк мероприятисенче тимлӗ пулма чӑрмантараканни нумай пулма пултарать, ҫавӑнпа пирӗн программӑна тимлӗн итлеме тата ытларах тӑрӑшмалла. Программӑн пайӗсем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенчен вӑрӑмрах пулнӑран ытларах вӑхӑт тимлӗ пулма тивет. Унсӑр пуҫне, ҫул хӑй тата ытти факторсем хӑш-пӗр тӗлӗшрен ывӑнтарма пултараҫҫӗ. Пире тимлӗ итлеме тата вӗренме мӗн пулӑшӗ? (Сак. аст. 31:12.)
2. Чӗрене пулас конгреса мӗнле хатӗрлеме пулать?
2 Конгресс умӗн. Пирӗн официаллӑ сайтра (www.jw.org) область конгресӗн программине пӗтӗм докладсен ячӗсемпе тата вӗсенче усӑ курнӑ пӗр-ик тӗп сӑвӑ йӗркипе тупма пулать. Сирӗн Интернета кӗме май пур пулсан, чӗрене пулас событие хатӗрлемешкӗн программӑна маларах пӑхса тухма пулать (Езд. 7:10). Ҫемьерисем конгресс программипе интересленччӗр тесе ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ вӑхӑтра программӑна сӳтсе явма вӑхӑт уйӑрма пултаратӑр-и?
3. Пире тимлӗ итлеме мӗн пулӑшӗ?
3 Конгресра. Май пулсан туалета программа пуҫланиччен кайса килӗр. Питӗ кирлӗ ыйтупа шӑнкӑравласса кӗтместӗр пулсан, шӑнкӑравсем е телефон ҫине килекен ҫырусем ан чӑрмантарччӑр тесе тата программа вӑхӑтӗнче хуравсем ҫырас шухӑш ан илӗртчӗр тесе телефона сӳнтерӗр. Е ӑна никама чӑрмантарман режима лартӑр. Планшетлӑ компьютерпа усӑ куратӑр пулсан ыттисене ан чӑрмантарӑр. Программа вӑхӑтӗнче ӗҫсе-ҫисе лармалла мар (Еккл. 3:1). Докладчик ҫине пӑхӑр. Библи сӑввисене вуланӑ чухне хӑвӑрӑн Библи тӑрӑх йӗрлесе пырӑр. Кӗскен ҫырса пырӑр.
4. Ачисем итлеччӗр тата вӗренччӗр тесе ашшӗ-амӑшӗ мӗн тума пултарать?
4 Эпир пирӗн ачасем те итлеччӗр тата вӗренччӗр тетпӗр. «Япӑх пӑхнӑ ача кайран амӑшне намӑс кӑтартать»,— тенӗ Ытарӑшсем 29:15-мӗшӗнче. Ҫавӑнпа ҫемьерисем пӗрле ларни лайӑх, мӗншӗн тесен ашшӗ-амӑшӗсем ачисем калаҫса лармасӑр, телефонпа ҫырусем ямасӑр, каллӗ-маллӗ утса ҫӳремесӗр программӑна тимлӗ итлеччӗр тесе вӗсене асӑрхаса тӑма пултараҫҫӗ. Вӗсем сцена ҫинчен каланине ӑнланма ытла пӗчӗк пулсан та, вӗсене лӑпкӑн итлесе ларма вӗрентме пулать.
5. Программӑри шухӑшсене аса илни мӗншӗн усӑллӑ тата ҫакна мӗнле тума пулать?
5 Конгресс хыҫҫӑн. Ҫывӑрса тӑранас тесе иртерех ҫывӑрма выртӑр. Программӑна аса илни шухӑшсене нумайрах вӑхӑт асра тытма пулӑшӗ. Ҫавӑнпа каҫхине, темиҫе минут хушши, ҫемьепе пӗрле программӑна аса илни лайӑх. Туссемпе ресторана е кафене каятӑр пулсан, конгресра мӗн ҫырнине хӑвӑрпа илӗр те хӑвӑра уйрӑмах килӗшнӗ пӗр-ик шухӑша ыттисене каласа парӑр. Конгресс хыҫҫӑн киле таврӑнсан ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ каҫра ҫемьере усӑ курас тенӗ шухӑшсене сӳтсе явма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ публикацисемпе паллашма кашни эрнере вӑхӑт уйӑрма пулать.
6. Конгресра пулни кӑна ҫителӗклӗ-и? Ӑнлантарса пар.
6 Ӗҫкӗ-ҫикӗре пулнӑ вӑхӑтра нимӗн те ҫимесен унта пулни сахал усӑ парать. Сӑнарлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ — область конгресӗ — пирки те ҫакнах калама пулать. Программӑн пур пайӗнче те пулма тӑрӑшрӑмӑр пулсан, тимлӗ итлерӗмӗр тата мӗн пӗлнипе усӑ курма тӑрӑшатпӑр пулсан эпир пысӑк усӑ илӗпӗр.