Пӗлтерӳсем
◼ Сӗнмелли литература. Январь тата февраль: 32 страницӑллӑ брошюрӑсем: «Библия и ее главная тема», «Когда умер близкий тебе человек». Ҫынсем патне тепӗр хут кайсан Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр, вырӑнлӑ пулсан «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑпа усӑ курӑр. Март тата апрель: «Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнеке. Ҫын патне тепӗр хут кайсан Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Кирлӗ пулсан, «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑпа усӑ курӑр. Май тата июнь: «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» трактат. Ҫын патне тепӗр хут кайсан Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Кирлӗ пулсан, «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑпа усӑ курӑр.
◼ 2013 сӑваплӑ ӗҫӗн ҫулӗн иккӗмӗш пайӗнче район надзирателӗ калакан доклад «Пур йӑх, пур ӑру, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсем валли... ырӑ хыпар» ятлӑ.