Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫакӑнта илсе панӑ ыйтусене Теократи ӗҫӗн шкулӗнче 2012 ҫулхи июнӗн 25-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ. Шкула хатӗрленнӗ чухне ҫав эрнене пӑхса тухмалли ыйтӑва тӗпчеме май пултӑр тесе скобкӑра кашни ыйтӑва хӑҫан сӳтсе явассине кӑтартнӑ.
1. Питӗ йывӑр вӑхӑтра Иеремия чӗрӗ юлни пире мӗне ҫирӗп шанма пулӑшать? (Иер. 37:21.) (Майӑн 7, w97-U 9/15 3 с., 4 абз.— 4 с., 1 абз.)
2. Паян кам Авдимелехран тӗслӗх илет тата ҫакна мӗнле тӑвать? (Иер. 38:8—13.) (Майӑн 7, w11 3/15 31 с., 14 абз.)
3. Иегова Иеремийӑпа Варуха Навуходоносорӑн сыхлавҫисем урлӑ хӳтӗленӗ пирки паян христиансем хӗҫ-пӑшаллӑ полицире хӳтлӗх шырани вырӑнлӑ-и? (Иер. 39:11—14.) (Майӑн 14, w90-U 11/1 19 с., 9 абз.; w83-E 7/15 31 с.)
4. Варух шыранӑ «шутсӑр нумаййи» мӗн пулма пултарнӑ тата пирӗн мӗн ҫинчен ытларах шухӑшламалла, ҫакӑ Иегова вӗрентсе каланине вӑл епле йышӑннинчен мӗнле курӑнать? (Иер. 45:5.) (Майӑн 21, w06-U 8/15 18 с., 1 абз.; 19 с., 6 абз.)
5. Иегова Эдома тивӗҫлипе сут тӑвасси пирки каланӑ май хӑйне мӗншӗн иҫӗм ҫырли татма кӗрекенпе тата вӑрӑпа танлаштарать? (Иер. 49:9, 10.) (Майӑн 28, w07-U 11/1 13 с., 4 абз.)
6. Вавилон патшине хирӗҫ тӑнӑ чухне Седекияпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Иер. 52:3, 7—11.) (Июнӗн 4, w89-U 2/15 14 с., 8 абз.; jr-U 27—28 с., 20, 24 абз.)
7. Иеговӑн «ури айӗ» тата «хӳми», е хӳшши, мӗн вӑл? (Хӳхл. 2:1, 6.) (Июнӗн 11, w07-U 6/1 9 с., 1 абз.)
8. Иеремия Иегова пурпӗр «аса илӗ те пӗшкӗнӗ» тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ тата ҫак сӑмахсем пирӗншӗн мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ? (Хӳхл. 3:20, ҪТ.) (Июнӗн 18, w07-U 6/1 11 с., 2 абз.)
9. Ҫын ҫамрӑк чухнех хӗн-асапа тӳссе ирттерме вӗренни хӑш тӗлӗшрен усӑллӑ пулма пултарать? (Хӳхл. 3:27.) (Июнӗн 18, w07-U 6/1 11 с., 4 абз.; w87-U 7/15 22 с., 5 абз.)
10. Иезекииль тӗслӗхӗ пире ҫынсем итлеменнине пӑхмасӑр хӑюлӑхпа калама мӗнле пулӑшать? (Иез. 3:8, 9.) (Июнӗн 25, w08-U 7/15 8 с., 6, 7 абз.)