Пӗлтерӳсем
◼ Сӗнмелли литература. Апрель тата май: «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» трактат сӗнӗр, унпа усӑ курса Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Каҫхи апат уявне е пухӑвӑн урӑх тӗлпулӑвне пӗр е темиҫе хут килнисем патне тепӗр хут кайса вӗсемпе Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Июнь: пӗрремӗш хут килсенех Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Ҫын килӗшмесен, «Секрет семейного счастья» кӗнеке сӗнӗр. Июль: 32 страницӑллӑ брошюрӑсем: «Библия и ее главная тема», «Когда умер близкий тебе человек». Ҫынсем патне тепӗр хут кайсан Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр, вырӑнлӑ пулсан «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн» брошюрӑпа усӑ курӑр.
◼ Область конгресӗпе ҫыхӑннӑ канашсемпе аса илтерӳсене сӳтсе явас тесе конгресс умӗнхи сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗн расписанийӗнче улшӑнусем тума юрать. Конгресс хыҫҫӑн, пӗр-ик уйӑхран, «Пухӑва мӗн кирлине шута илни» пункт вырӑнне конгресс программинчи шухӑшсене, ырӑ хыпар сарас ӗҫре хыпарҫӑсемшӗн усӑллӑ пулнисене, тепӗр хут аса илме юрать.
◼ Эсир урӑх ҫӗршыври область конгресне каяс тетӗр пулсан jw.org сайтри информаци сирӗншӗн усӑллӑ пулма пултарӗ, ӑна тупма «Шыравра» «Конгрессем» тенине суйласа илмелле.
◼ Каҫхи апат уявӗнче символсене панӑ чухне кӗвӗ янӑрамалла мар. Докладчикӗн тата уява йӗркеленӗ ҫӗре хутшӑнакансен ҫак уяв валли панӑ доклад планӗнче мӗн каланисене тытса тӑмалла, хӑйсем шухӑшланӑ пек тумалла мар, вырӑнсӑр пуҫарулӑх кӑтартмалла мар.
◼ 2012 ҫулхи апрелӗн 27-мӗшӗнче, эрне кун, Санкт-Петербургри филиал (Солнечное) ҫуркуннехи тирпей ӗҫӗсене тума хупӑнӗ. Ҫав кун экскурсисем пулмӗҫ тата пухусен литература илме килмелле мар.