Тӑрӑшни усӑсӑр ан пултӑр
1. 1 Коринф 9:26-мӗшӗнчи сӑмахсене мӗншӗн пирӗн сӑваплӑ ӗҫ пирки те калама пулать?
1 Павел апостол ҫырнӑ: «Эпӗ илесси-илмессине пӗлмесӗрех чупмастӑп, ҫиле ҫеҫ тивертесшӗн ҫапмастӑп» (1 Кор. 9:26). Павел Турӑ ӗҫӗнчи тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшрен ҫирӗп тӗллевлӗ тата тимлӗ пулмаллине кӑтартнӑ. Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ пирки те ҫавнах калама пулать. Эпир, паллах, усӑсӑр «ҫапасшӑн», е тӑрӑшасшӑн, мар, пирӗн пысӑк усӑ парас килет. Ҫакна мӗнле тумалла-ха?
2. Ӑҫта тата хӑҫан ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен Павелтан тата ытти хыпарҫӑсенчен мӗне вӗренме пулать?
2 Ҫынсем ӑҫта пур, ҫавӑнта ырӑ хыпар сар. Павел тата пӗрремӗш ӗмӗрти ытти хыпарҫӑсем ҫынсем ӑҫта пулма пултараҫҫӗ тесе шутланӑ, ҫавӑн пек вырӑнсенче ырӑ хыпар сарнӑ (Ап. ӗҫ. 5:42; 16:13; 17:17). Апла тӑк эпир пурӑнакан вырӑнта нумайӑшӗ каҫалапа килте пулсан, ырӑ хыпара килтен киле шӑпах ҫак вӑхӑтра пӗлтерсен лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Урамра вара хӑш вӑхӑтра ырӑ хыпар сармалла-ши? Сӑмахран, ҫынсем магазинсем тӑрӑх ҫӳренӗ вӑхӑтра. Е ҫынсем ӗҫе кайнӑ е ӗҫрен таврӑннӑ чухне — ытларах чухне ирпеле е кӑнтӑрла хыҫҫӑн. Ҫак вӑхӑтра автобус чарӑнӑвӗсенче е чугун ҫул станцийӗсенче ырӑ хыпар сарма пулать.
3. Территорире ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӑхӑтпа тата вӑйпа тӗрӗс мӗнле усӑ курмалла?
3 Территорире ырӑ хыпар сарнӑ чухне ӑслӑ-тӑнлӑ пулни. Территорире ырӑ хыпара мӗнле сарсан лайӑхрах пулни пирки шутланӑ чухне хамӑр тӑрӑшни кӑлӑхах ан пултӑр тесен мӗн тумалли пирки те шухӑшламалла. Сӑмахран, питӗ пысӑк ушкӑнпа ырӑ хыпар сарассине йӗркелемешкӗн нумай вӑхӑт тата вӑй каять. Ун вырӑнне ҫакӑн пек ушкӑна темиҫе пӗчӗк ушкӑн ҫине пайлани аванрах. Е, ырӑ хыпара ялсенче пӗлтернӗ чухне, пысӑках мар ушкӑнсемпе машинӑсемпе кайни лайӑхрах, ҫапла эпир вӗсене хӑвӑртрах тухӑпӑр тата ытларах ҫынпа калаҫӑпӑр. Тепӗр лайӑх канаш: мӗншӗн-ха хамӑрӑн килтен инҫех мар участок илес мар, вара ҫул ҫине вӑхӑт сахалтарах кайӗ?
4. Ӑнӑҫлӑ «ҫын тытакан» пулма пире мӗн пулӑшӗ?
4 Иисус хыпарҫӑсене «ҫын тытакан» тенӗ (Марк 1:17). Пулӑҫӑн тӗллевӗ вӑлтапа ларасси кӑна мар, пулӑ тытасси. Лайӑх пулӑҫӑ хӑш вӑхӑтра тата хӑш тӗлте пулӑ тытмаллине пӗлет. Вӑл пулла кайсан вӑхӑта сая ямасть. Ҫапла вӑл тӑрӑшни усӑсӑр мар. Пирӗн те ырӑ хыпар сарас ӗҫре ҫавӑн пекех тӑрӑшуллӑ пулмалла (Евр. 6:11).