Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аяларах илсе панӑ ыйтусене Теократи ӗҫӗн шкулӗнче 2011 ҫулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ.
1. Эпир кама кӳрентернӗ, ҫавна тата ытларах тарӑхтарассинчен Ытарӑшсем 30:32-мӗшӗнчи асӑрхаттару пире мӗнле пулӑшать? (w87-U 12/15 23 с., 11 абз.)
2. Хӑй хыҫҫӑн мӗнле савӑнӑҫ пуш туйӑмсем хӑварать? (Еккл. 2:1.) (g-U 4/06 6 с., 1, 2 абз.)
3. Хӑшӗ-пӗри Екклесиаст 3:1—9-мӗшӗсенчи Соломон сӑмахӗсем шӑпана ӗненме сӑлтав параҫҫӗ тесе пӗтӗмлетӳ тӑвать пулин те, Екклесиаст 9:11-мӗшӗнче ҫырни пирӗн пурнӑҫра пурте шӑпаран килет тени суя пулнине мӗнле ӑнлантарса парать? (w09-U 3/1 4 с., 4 абз.)
4. «Ытлашши тӳрӗ» пулни мӗншӗн хӑрушӑ? (Еккл. 7:16.) (w10 10/15 13 с., 8, 9 абз.)
5. Кам мӑшӑрланма шухӑшлать, ҫавӑн пулас мӑшӑра суйлама васкама кирлӗ маррине Юрӑсен юрри 2:7-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗнле кӑтартаҫҫӗ? (w06-U 11/15 19 с., 1 абз.; w80-E 4/15 19 с., 7 абз.)
6. Кӗтӳҫӗ мӗншӗн савнӑ хӗрӗн «чӗлхи-ҫӑварӗнчен караслӑ пыл тумлать» тата «чӗлхи айӗнче те — пыл та сӗт» тесе каланӑ? (Юр. юр. 4:11.) (w06-U 11/15 19 с., 6 абз.)
7. Иисусӑн «Канашҫӑ», «Ӗмӗрлӗх Ашшӗ», «Хӑватлӑ Турӑ» титулӗсем унӑн паха енӗсене тата вӑл ҫӗре ертсе пыни епле пулассине ӑнланма пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Ис. 9:6.) (w91-U 4/15 5 с., 7 абз.)
8. «Йӗркесӗр халӑхпа», е чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ Израильпе, паян кама танлаштарма пулать тата ӑна тӗп тумашкӑн кам Иеговӑн «туйи» вырӑнне пулать? (Ис. 10:5, 6.) (ip-1-U 145 с., 4, 5 абз.; 153 с., 20 абз.)
9. Вавилонта «нихӑҫан та пурӑнма вырӑнаҫмӗҫ» тесе пророкла калани мӗнпе палӑрса тӑрать тата вӑл пурнӑҫланни пире паян мӗн пирки шантарать? (Ис. 13:19, 20.) (g-U 11/07 9 с., 4, 5 абз.)
10. «Давид килӗн уҫҫине» Иисус хӑҫан илнӗ тата вӑл унпа мӗнле усӑ курать? (Ис. 22:22.) (w09-U 1/15 31 с., 2 абз.)