Ырӑ хыпара яланах тата пур ҫӗрте те пӗлтерме хатӗр
1. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем ырӑ хыпара яланах тата пур ҫӗрте те сарма хатӗр пулнӑ тесе мӗншӗн пӗр иккӗленмесӗр калама пулать?
1 Пӗрремӗш ӗмӗрте хастарлӑ хыпарҫӑсем ырӑ хыпара ҫынсем пулнӑ пур вырӑнта та «чарӑнмасӑр» пӗлтерсе ҫӳренӗ (Ап. ӗҫ. 5:42). Ҫавӑнпа та вӗсем ырӑ хыпар сарнӑ чухне, килтен киле ҫӳренӗ май, ҫул ҫинче тӗл пулакан ҫынсемпе калаҫмасӑрах иртсе кайнӑ пулӗччӗҫ теме ҫук. Е ырӑ хыпар сарнӑ хыҫҫӑн пасарта мӗн те пулин туяннӑ чухне чӑнлӑх ҫинчен пӗлтерме пулнӑ майпа усӑ курман пулӗччӗҫ теме пултараймастпӑр. Иисус пекех вӗсем те ырӑ хыпара яланах тата пур ҫӗрте те сарма хатӗр пулнӑ (Марк 6:31—34).
2. Хамӑрӑн ятпа килӗшӳллӗ пурӑнни мӗне пӗлтерет?
2 Ырӑ хыпара яланах пӗлтермелле. Пирӗн ят, Иегова Свидетелӗсем, эпир мӗн тунине кӑна мар, чӑннипе эпир кам пулнине уҫса парать (Ис. 43:10—12). Ҫавӑнпа та эпир яланах, ырӑ хыпара килтен киле пӗлтернӗ чухне кӑна мар, хамӑрӑн шанчӑка хӳтӗлемешкӗн хатӗр (1 Петр 3:15). Хӑҫан, хӑш тӗлте ырӑ хыпар калама май сиксе тухма пултарасси ҫинчен тавҫӑрса илме тӑрӑшатӑр-и, ҫавӑн чухне мӗн каласан лайӑхрах пулни ҫинчен шухӑшлатӑр-и? Кам интересленӗ, ҫавсене май килсен публикаци парса хӑварас тесе эсир хӑвӑрпа пӗрле литература илетӗр-и? (Ытар. 21:5.) Эсир ырӑ хыпара килтен киле кӑна саратӑр-и е кирек хӑш чухне те чӑнлӑх ҫинчен пӗлтерме хатӗр?
3. Ырӑ хыпара сармалли ҫак меслетсем — урамра, машина лартмалли вырӑнсенче, ӗҫлӗ территорире тата ытти ҫӗрте ырӑ хыпар сарасси — пирки мӗншӗн кирлех мар е пахах мар тесе калама юрамасть?
3 Пур ҫӗрте те пӗлтермелле. Ырӑ хыпара урамра, машина лартмалли вырӑнсенче, ӗҫлӗ территорире, парксенче е ытти вырӑнсенче сарассине эпир хӑш-пӗр чухне «ырӑ хыпар сармалли ытти меслетсем» тетпӗр. Анчах та ҫакӑ вӗсем кирлех маррине е пахах маррине пӗлтермест. Павел апостол ырӑ хыпара «пӗтӗм халӑх умӗнче те», урӑхла каласан обществӑлла вырӑнсенче, тата «килсенче те» вӗрентрӗм тесе каланӑ (Ап. ӗҫ. 20:20). Паллах, ырӑ хыпара килтен киле сарасси — сӑваплӑ ӗҫе тумалли пирӗн тӗп меслет, вӑл пире Турӑ Патшалӑх хыпарне ҫынсем патне ӑнӑҫлӑрах ҫитерме пулӑшать. Анчах та пӗрремӗш ӗмӗрти хыпарҫӑсем кил-ҫурт ҫинчен мар, ҫынсем ҫинчен шухӑшланӑ. Вӗсем кашни майпа чӑнлӑх ҫинчен калама усӑ курнӑ — обществӑлла вырӑнсенче те, меллӗ самантра та, килтен киле ҫӳренӗ чухне те. Хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫе туллин туса пырас тесен пирӗн кӑмӑл ҫавӑн пекех пулмалла (2 Тим. 4:5).