Сӑваплӑ ӗҫри ҫитӗнӳсем
2011 ҫулхи июнь уйӑхӗнче Раҫҫейре пурӗ 36 293 тӑван ятарлӑ, е тулли, е пулӑшакан пионер пулса ӗҫлени ҫинчен сире хаваспах пӗлтеретпӗр. Ҫак хастарлӑ хыпарҫӑсем лайӑх кӑмӑл-туртӑм кӑтартнине эпир питӗ хаклатпӑр. Ырӑ хыпар сарас тата ҫӗнӗ вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре тӑрӑшса ӗҫлесе Турӑ Патшалӑхӗн хыпарҫисем Иеговӑран тӗслӗх илнине курма питӗ кӑмӑллӑ! (Иоанн 5:17.)