Пӗлтерӳсем
◼ Сӗнмелли литература. Сентябрь: пӗрремӗш хут килсенех Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр. Ҫын Библи вӗренме килӗшмест пулсан брошюрӑсенчен кирек хӑшне те, ӑна интереслӗ пулама пултараканнине, сӗнме пулать. Октябрь: ҫак уйахри брошюрӑсем. «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» трактатпа усӑ курса Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр.
◼ 2012 ҫулхи мартӑн уйӑхӗнче пулӑшакан пионер пулса ӗҫлекен хыпарҫӑсем 30 е 50 сехет нормине суйаласа илме пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, март уйӑхӗнче пухӑва район надзирателӗ килет пулсан, пулӑшакан пионерсем пулса ӗҫлекенсем, мӗн чул сехет тунине пӑхмасӑрах, тулли пионерсем валли хатӗрленӗ тӗлпулура вӗҫне ҫитичченех пулма пултараҫҫӗ.
◼ Сентябрь уйӑхӗнчен пуҫласа район надзирателӗсем «Туррӑн телейлӗ халӑхӗпе пӗрлешӗр» ятлӑ доклад тума пуҫлаҫҫӗ.
◼ 2012 ҫулхи апрелӗн 2-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗпе ҫыхӑннӑ ятарлӑ доклад пулать. Доклад темине каярахпа пӗлтерӗҫ. Пӗр пухура та ҫак доклада уяв иртиччен каламалла мар.