Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аялта илсе панӑ ыйтусене 2011 ҫулхи августӑн 29-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере Теократи ӗҫӗн шкулӗнче пӑхса тухӗҫ.
1. Туррӑн юратакан ырӑлӑхӗ мӗншӗн «пурӑнӑҫран та хаклӑрах»? (Пс. 62:4.) (w01-U 10/15 15 с., 17 абз.)
2. 69-мӗш Псалом Давид пирки мӗн уҫса парать? (w08-U 9/15 4 с., 4 абз.)
3. Псалом 74:6 пире мӗнрен асӑрхаттарать? (w06-U 7/15 11 с., 2 абз.)
4. Иегова уйрӑмах мӗнле кӗлӗсене итлет? (Пс. 78:9.) (w06-U 7/15 12 с., 5 абз.)
5. Псалом 89:7, 8-мӗшӗсенче мӗнле вӑрттӑн шухӑш-кӑмӑл, е ӗҫсем, пирки сӑмах пырать? (w01-U 11/15 12, 13 с., 14—16 абз.)
6. Псалом 91:13—16 тӑрӑх, пухури ватӑ тӑвансем ҫине мӗнле яваплӑх хунӑ? (w04-U 5/15 13, 14 с., 14—18 абз.)
7. Псалом 101:26—28-мӗшӗсенчи сӑмахсем ӗмӗртен ҫӗр валли Турӑ мӗн шухӑшласа хунине хирӗҫлеҫҫӗ-и? (Пулт. 1:28.) (w08-U 4/1 12 с., 1 абз.)
8. Псалом 105:7-мӗшӗнче ӑнлану ҫукки пирки калани пире мӗне вӗрентет? (w95-U 9/1 19 с., 4 абз.— 20 с., 2 абз.)
9. Псалом 109:1, 4 тӑрӑх, пама пулнӑ Вӑрлӑха, е Мессийӑна, Иегова мӗн тума сӑмах панӑ тата этемлӗхшӗн ҫакӑ мӗнле пиллӗх пулса тӑрӗ? (cl-U 194 с., 13 абз.)
10. Турӑшӑн ӗҫлесе тӑни усӑ пани ҫинчен шухӑшлани псалом юрлакан ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? (Пс. 115:3, 5.) (w09-U 7/15 29 с., 4, 5 абз.)