Эсӗ вырсарни кунсенче ырӑ хыпара сарма пултаратӑн-и?
1. Филиппӑра Павел тата унпа пӗрле пулнисем кӑтартнӑ тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренетпӗр?
1 Ҫакӑ шӑмат кун пулнӑ, Филиппӑри иудейсенчен нумайӑшӗ ҫав кун каннӑ. Павел тата унпа пӗрле пынисем хӑйсен пӗр миссионерла ҫулҫӳревӗ вӑхӑтӗнче ҫак хулана килнӗ. Ҫав кун вӗсем те ырӑ хыпар сарман пулсан, вӗсене никам та айӑпламан пулӗччӗ. Анчах та вӗсем, иудейсем хула тулашне кӗлӗ тумашкӑн пуҫтарӑннине пӗлнӗрен, ҫав вырӑна ырӑ хыпар пӗлтерме кайнӑ. Лидия ырӑ хыпара йышӑнсан тата унпа пӗрле унӑн кил-йышӗнчисем пурте шыва кӗрсен, Павел тата унпа пӗрле пулнисем мӗн тери савӑннӑ! (Ап. ӗҫ. 16:13—15.) Пирӗн вӑхӑтра нумайӑшӗ вырсарни кун канать, ҫавӑнпа та мӗншӗн-ха вырсарни кунӑн пӗр пайне ырӑ хыпар сармашкӑн уйӑрас мар?
2. Иегова халӑхӗ, вырсарни кунсенче ырӑ хыпара лӑпкӑн сарма май пултӑр тесе, мӗнле чӑрмавсене ҫӗнтернӗ?
2 Вырсарни кунсенче ырӑ хыпара сармашкӑн кӗрешни. 1927 ҫулта Иегова халӑхне вырсарни кунӑн пӗр пайне ырӑ хыпара сармашкӑн уйӑрма чӗнсе каланӑ. Ҫакӑ тӳрех хирӗҫӳсем кӑларнӑ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче вырсарни кунсенче суту-илӳ тума, лицензисӗр сутма чаракан закона тата халӑх канӑҫлӑхне пӑснӑшӑн нумайӑшне арестленӗ. Анчах та Иегова халӑхӗ парӑнман. 1930 ҫулта арҫын тӑвансем ятарлӑ мероприятисем, «отряд кампанийӗсем», йӗркеленӗ — ҫывӑх пухусенчи хыпарҫӑсем пӗр ҫӗре, хӑш вырӑнта кама та пулин арестленӗ, пуҫтарӑннӑ та питӗ тӗплӗн ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Вӗсем питӗ нумаййӑн пуҫтарӑннӑран, влаҫсем вӗсене чарса лартма пултарайман! Ҫав хыпарҫӑсем, вырсарни кунсенче пӗр чӑрмавсӑр ырӑ хыпар сармашкӑн, хӑйсене шеллемесӗр тӑрӑшнине эсир чӑннипех те хаклатӑр-и?
3. Мӗншӗн вырсарни кун ырӑ хыпара сармашкӑн лайӑх кун?
3 Ырӑ хыпара сармашкӑн питӗ лайӑх кун. Нумайӑшӗ вырсарни кунсенче килӗсенче тата ниҫта та васкамасть. Чиркӳсене ҫӳрекенсенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫак кун Турӑ ҫинчен калаҫма ытларах кӑмӑллаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, пирӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗ вырсарни кун пулсан, ырӑ хыпара сармашкӑн мӗнле тӑхӑнмалла, эпир ҫавӑн пек тӑхӑннӑ та ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та тӗлпулу умӗн е хыҫҫӑн ырӑ хыпар сарма мӗншӗн-ха палӑртса хурас мар? Кирлӗ пулсан, хӑвӑрпа пӗрле кӑшт ҫимелли илӗр.
4. Вырсарни кунӑн пӗр пайне мӗншӗн ырӑ хыпара сарма уйӑрмалла?
4 Вырсарни кунӑн пӗр пайне эпир ырӑ хыпар сарма уйӑратпӑр пулсан, пирӗн ҫав-ҫавах канма вӑхӑт юлать. Тата эпир, сӑваплӑ ӗҫе хутшӑннӑран, тулли кӑмӑллӑ пулатпӑр (Ытар. 19:23). Тен, Лидия пек чӑнлӑха йышӑнма хатӗр пулнӑ ҫынна тӗл пулса эпир те савӑнӑҫ илӗпӗр!