Ыйтусен рамки
◼ Ҫитӗнӳсем тӑваканпа Библи вӗренӗвӗ хӑҫанччен ирттермелле?
Ҫитӗнӳсем тӑваканпа икӗ публикацие вӗренсе пӗтеричченех Библи вӗренӗвӗ ирттермелле. Ҫак публикацисене вӗренсе тухичченех ҫын шыва кӗчӗ пулсан та, вӗсене иккӗшне те вӗренсе пӗтермелле. Отчетра вӑхӑта, тепӗр хут килнине тата вӗренӗве палӑртмалла. Библи вӗренӗвне ирттерме пулӑшакан хыпарҫӑ та вӑхӑта отчетра палӑртма пултарать.
Ҫӗннисен, эсир вӗсемпе вӗренсе пӗтеричченех, чӑнлӑхра ҫирӗп тӑмалла. Вӗсен Христоспа «тӗреклӗ тӑмалла» тата «ҫирӗп ӗненмелле», ҫакӑ вӗсене йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшать, мӗншӗн тесен вӗсем ҫав-ҫавах пулаҫҫӗ (Кол. 2:6, 7; 2 Тим. 3:12; 1 Петр 5:8, 9). Ыттисене ӑнӑҫлӑ вӗрентес тесен вӗсен те «чӑнлӑха» пӗлсе ҫитмелле (1 Тим. 2:4). Икӗ кӗнеке вӗренсе тухсан пирӗн вӗренекенсем «чӗрӗлӗх», е пурнӑҫ, ҫулӗпе ҫирӗппӗн утӗҫ (Матф. 7:14).
Кама та пулин шыва кӗме ирӗк парас умӗн старейшинӑсен вӑл Библин тӗп вӗрентӗвӗсене тӗрӗс ӑнланнине тата вӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑннине лайӑх пӗлмелле. Шыва кӗрес текен пӗрремӗш публикацие те вӗренсе пӗтермен пулсан, старейшинӑсен уйрӑмах тимлӗ пулмалла. Ҫын хальлӗхе шыва кӗме хатӗр мар пулсан, вӑл пуласлӑхра ҫакна тума пултартӑр тесе ӑна кирлӗ пулӑшу памашкӑн старейшинӑсем тӑрӑшӗҫ. («Организованы, чтобы исполнять волю Иеговы» кӗнекене пӑх, 217, 218 с.)
[2-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Ҫӗннисен чӑнлӑхра ҫирӗп тӑмалла