Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аялта илсе панӑ ыйтусене Теократи ӗҫӗн шкулӗнче 2010 ҫулхи декабрӗн 27-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ. Шкул надзирателӗ 20 минут хушшинче ноябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа январӗн 3-мӗшӗччен вӗреннӗ материала тепӗр хут итлекенсемпе сӳтсе явӗ.
1. Иисус килет тени мӗне пӗлтерет тата Матфей 16:28-мӗшӗнче Вӑл мӗнле «килесси» ҫинчен каланӑ? (w04-U 3/1 16 с. рамка.)
2. «Ной вӑхӑчӗ» пирки каланӑ Иисусӑн сӑмахӗсем пирӗншӗн паян мӗншӗн усӑллӑ? (Матф. 24:37.) (w01-U 11/15 31 с., 2, 3 абз.)
3. Матфей 25:31—46-мӗшӗсенчи Иисусӑн ытарӑшӗ тӑрӑх, сурӑхсемпе качакасене мӗне тӗпе хурса сут тӑваҫҫӗ? (gt-U 111 сып., 43 абз.)
4. «Мӗнле виҫепе виҫетӗр» тенипе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ? (Марк 4:24, 25.) (w80-E 6/15 12 с.; gt-U 43 сып., 22, 31 абз.)
5. «Ырӑ Вӗрентекен» тесе калакана Иисус мӗншӗн тӳрлетнӗ? (Марк 10:17, 18.) (w08-U 2/15 30 с., 4 абз.)
6. Иисус смоква йывӑҫӗ тӗслӗхӗпе усӑ курса Израиль халӑхӗ ҫинчен мӗн пӗлтересшӗн пулнӑ? (Марк 11:12—14, 20, 21.) (w03-U 5/15 26 с., 2, 3 абз.)
7. а) Марк 13:14-мӗшӗнче асӑннӑ «йӗрӗнчӗк» мӗне пӗлтерет? ӑ) «Пулмалла мар вырӑнта... тӑрать» тесе калани мӗне пӗлтерет? (w99-U 5/1 15 с., 6 абз.)
8. Иисус: «Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тесе калани Унӑн ӗненӗвӗ ҫителӗксӗр пулнине пӗлтерет-и? (Марк 15:34.) (w08-U 2/15 30 с., 7 абз.)
9. Мария «йывӑр ҫын» пулнӑ чухне Иегова унӑн ама клеткипе усӑ курнӑ-и? (Лука 1:30, 31, 34, 35.) (w08-U 3/15 30 с., 5 абз.; it-2-E 56 с., 2 абз.)
10. Иисуса хӑйпе пӗр вӑхӑтра пурӑнакансем «Сыватакан» мар, «Вӗрентекен» тесе чӗнни мӗн кӑтартса парать? (Лука 3:12; 7:40.) (w02-U 5/1 4 с., 3 абз.; 6 с., 5 абз.)