Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аялта илсе панӑ ыйтусене Теократи ӗҫӗн шкулӗнче 2010 ҫулхи октябрӗн 25-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ. Шкул надзирателӗ 20-минут хушшинче сентябрӗн 6-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнерен пуҫласа октябрӗн 25-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнеччен вӗреннӗ материала тепӗр хут итлекенсемпе сӳтсе явӗ.
1. Мӗнле майпа «Ҫӳлхуҫана шыракансем — йӑлтах ӑнланаҫҫӗ»? (Ытар. 28:5) (w06-U 9/15 19 с., 14 абз.).
2. Авланас шухӑшлӑ ҫамрӑк ҫын валли Ытарлӑх 31:10-мӗшӗнче мӗнле ӑслӑ канаш пур? (w00-U 2/1 31 с., 1 абз.).
3. «Пурте — харамлӑх та ҫил хӑвалани ҫеҫ» тенипе Соломон мӗн каласшӑн пулнӑ? (Еккл. 2:11) (w04-U 10/15 4 с., 3, 4 абз.).
4. Ҫынсене «Турӑран хӑрама, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнма» вӗрентмелле тени мӗне пӗлтерет? (Еккл. 12:13) (be-U 272 с., 3 абз.— 273 с., 1 абз.).
5. Хӑш тӗлӗшрен Суламита — «питӗрсе илнӗ йывӑҫ пахчи» тата мӗнле майпа качча кайман хӗрарӑм-тӑвансене лайӑх тӗслӗх парать? (Юр. юр. 4:12) (w06-U 11/15 20 с., 4 абз.).
6. Ҫилле ыттисем ҫине кӑларни ҫын хӑй ӑшӗнче вӑрттӑн тарӑхса пурӑннинчен пысӑкрах ҫылӑх тесе калама пулать-и? (Матф. 5:21, 22) (w08-U 1/15 29 с., 6 абз.).
7. Христиансем «куҫа таса» мӗнле упраҫҫӗ? (Матф. 6:22, 23) (w06-U 10/1 29 с.).
8. Ахалех парас тӗлӗшрен Иегова пире мӗнле тӗслӗх парать? (Матф. 10:8) (w03-U 8/1 20—22 с.).
9. Хӑй сыватнӑ ҫынсене Иисус ытларах чухне хӑй ҫинчен мӗншӗн «каласа ҫӳреме» хушман? (Матф. 12:16) (w88-U 5/15 9 с.; cl-U 93, 94 с.).
10. Апостолсенчен «эсир ҫаксене пурне те ӑнланатӑр-и?» тесе ыйтнӑ чухне Иисус мӗн палӑртса каласшӑн пулнӑ? (Матф. 13:51, 52) (w08-U 1/15 30 с., 6 абз.).