Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 10/10 1 с.
  • «Ан хӑра»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Ан хӑра»
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2010
  • Ҫавнашкал материал
  • Турӑ сӑмахне хӑюллӑ калӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
  • Иегова хамӑра юратни хӑранине ҫӗнтерме мӗнле пулӑшать?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Иегова сире вӑй парӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Хӑранӑ чухне Иегова ҫине шанӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Ытларах пӗлӗр
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2010
km 10/10 1 с.

«Ан хӑра»

1. Эпир те, Иеремия пекех, мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратпӑр?

1 Хӑйне пророк пулма суйласа лартсан Иеремия ҫак ӗҫе тума пултараймастӑп тесе шухӑшланӑ. Анчах та Иегова ӑна: «Ан хӑра»,— тесе шантарса каланӑ — ҫак ӗҫе тума тӗреклентернӗ (Иер. 1:6—10). Вӑтанни тата манран пулмасть тесе шухӑшлани ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнасси ҫине витӗм кӳме пултарать. Ҫынсем ырӑ хыпара мӗнле йышӑнӗҫ-ши е пирӗн ҫине мӗнле пӑхӗҫ-ши тесе хӑш-пӗр чухне хӑраса шухӑшлатпӑр пулсан, ҫакӑ та ырӑ хыпар сарнӑ чухне чӑрмавсем кӑларса тӑратма пултарать. Ҫакӑн пек шухӑш-туйӑма эпир мӗнле сирсе яма пултаратпӑр тата ҫакӑ мӗнле пиллӗхсем парать?

2. Ырӑ хыпар сарас умӗн хӑранине чакарас тесен хатӗрленни мӗнле пулӑшать?

2 Маларах хатӗрлен. Лайӑх хатӗрленсен сахалрах хӑратпӑр. Сӑмахран, мӗнле хирӗҫлесе каланисене пула калаҫу татӑлма пултарни ҫинчен маларах шухӑшлатпӑр пулсан, ҫавӑн евӗрлӗ хирӗҫленисене сирсе яма пултаратпӑр (Ытар. 15:28). Шкулта е ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулма пултаракан ситуацисене ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫра мӗншӗн репетици туса пӑхас мар? (1 Пет. 3:15).

3. Иеговӑна шанни хӑранине ирттерсе яма мӗнле пулӑшать?

3 Иеговӑна шан. Иеговӑна шанни хӑранине ирттерсе яма пулӑшать. Иегова пире пулӑшу пама сӑмах парать (Ис. 41:10—13). Вӑл паракан хӳтлӗхрен шанчӑклӑраххи пулма пултарать-и вара? Унсӑр пуҫне, Туррӑн сывлӑшӗ пире кӗтмен ҫӗртен сиксе тухакан лару-тӑрура лайӑх свидетельство пама пулӑшать тесе Иисус шантарса каланӑ (Марк 13:11). Ҫавӑнпа та Иеговӑна кӗлӗ тунӑ чухне яланах святой сывлӑш ыйт (Лука 11:13).

4. Сӑваплӑ ӗҫе тӳсӗмлӗхпе туса тӑни мӗнле пиллӗхсем парать?

4 Пиллӗхсем. Эпир йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах тӳсӗмлӗ пулса ырӑ хыпар саратпӑр пулсан, пулас йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме хатӗр пулатпӑр. Святой сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ ҫынсем пекех, эпир те ҫирӗп тата хӑюллӑ пулма вӗренетпӗр (Апост. ӗҫ. 4:31). Унтан та ытларах, хӑранине Иегова пулӑшнипе ҫӗнтерсе пынӑ май эпир Иегова «пирӗн ҫӑлӑнӑҫӑмӑр» пулнине тата ытларах ӗненсе, шанса пыратпӑр (Ис. 33:2). Ҫавӑн пекех, пирӗн ӗҫсем Ҫӳлти Аттемӗре юрӑхлӑ пулнине ӑнланни пире савӑнтарать тата кӑмӑла тултарать (1 Пет. 4:13, 14). Ҫавӑнпа та Иегова пулӑшасса ҫирӗп шанса, ырӑ хыпара хӑюлӑхпа айтӑр пӗлтерсе ҫӳрер!

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр