Журналсене сӗнмелли меслетсем
Сторожевая башня Декабрӗн 1-мӗшӗ
«Раштав уявӗ вӑхӑтӗнче нумайӑшӗсем Иисус ҫурални пирки Библире мӗн ҫырнине сӑнарласа парас тесе кӗлеткесем туса композицисем йӗркелесе тӑваҫҫӗ. [Матфей 2:1, 11 вуласа пар.] Ҫак событие Библире мӗнле ҫырса кӑтартни тата ҫакна ҫынсем мӗнле сӑнарласа пани мӗнпе уйрӑлса тӑнине асӑрханӑ-и эсир? [Хурава итле.] Ҫак статьяран эсир ҫакӑ чӑннипех мӗнле пулса иртнине пӗлме пултаратӑр». Вӑтӑр пӗрремӗш страницӑри статьяна кӑтарт.
Пробудитесь! Декабрь
«Иисус каланӑ ҫак сӑмахсем пирки эсир мӗн шутланине пӗлесшӗнччӗ. [Матфей 4:4 вуласа пар.] Эсир мӗнле шутлатӑр, Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан сӑмахсем пире Турӑпа ҫывӑхланас килнине тивӗҫтерме пултарччӑр тесен кирек мӗнле тӗне суйласа илсен те пурпӗрех-ши? [Хурава итле.] Ҫак статьяра Турӑпа чӑннипех ҫывӑхланма пулӑшакан мӗнле майсем пурри ҫинчен каласа панӑ». Вуниккӗмӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Сторожевая башня Январӗн 1-мӗшӗ
«Эрех-сӑра ӗҫесси ҫине тӗрлӗ тӗнсенче тӗрлӗрен пӑхни час-часах тӗл пулать. Эсир мӗнле шутлатӑр, Турӑ эрех-сӑрана пачах ӗҫме чарать-ши? [Хурава итле.] Иисус пӗррехинче шывран эрех туни ҫинчен Библире каланӑ пулин те ҫакӑн пек асӑрхаттарса калани те унта пур. [Ытарлӑх 23:20 вуласа пар.] Ҫак журналтан эсир эрех-сӑрапа виҫеллӗ усӑ курмалли пирки Библире мӗн каланине пӗлме пултаратӑр».
Пробудитесь! Январь
«Ҫак йывӑр вӑхӑтсенче ҫынсене питӗ нумай ӗҫлеме тивет, ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсене йывӑр туяҫҫӗ. Эсир хӑвӑра ҫавӑн пек туймастӑр-и? [Хурава итле.] Ҫакӑнта ҫырнӑ усӑллӑ канаша асӑрхаса пӑхӑр-ха. [Екклессиаст 4:6 вуласа пар.] Ӗҫ, ҫемье тата кану валли виҫеллӗ вӑхӑт уйӑрас тесен мӗн тумалли пирки ҫак журналта сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн пекех унта ӗҫ шыраса тупма пулӑшакан канашсем панӑ».