Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аялта илсе панӑ ыйтусене Теократи ӗҫӗн шкулӗнче 2009 ҫулхи декабрӗн 28-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнинче сӳтсе явӗҫ.
1. Саккуна астутарни 14:1-мӗш сӑвӑ йӗркинчи принциппа христиансем паян мӗнле усӑ кураҫҫӗ? (w05 1.1, с. 28; w04 15.9, с. 27, абз. 4).
2. Саккуна астутарни 20:5—7-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи принциппа христиансен пухӑвӗсенче мӗнле усӑ курма пулать? (w04 15.9, с. 27, абз. 6).
3. Израиль халӑхӗн вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫӗсем ытти халӑхсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ? (Сакк. аст. 20:10 —15, 19, 20; 21:10 —13) (cl с. 134 —135, абз. 17).
4. Иеговӑшӑн чун-чӗререн савӑнса ӗҫлесе тӑмашкӑн пире мӗн пулӑшать? (Сакк. аст. 28:47) (w95 15.1, с. 16, абз. 4—5).
5. Иегова Израиль халӑхне мӗнле юратнине Саккуна астутарни 32:9, 11, 12-мӗш сӑвӑ йӗркисенче танлаштарса кӑтартнӑ тӗслӗхрен ашшӗ-амӑшӗсем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (w01 1.10, с. 9, абз. 7—9).
6. Мӗншӗн Равв ҫӗр пӑхма килнӗ ҫынсене шыракансене тӗрӗс мар ҫул кӑтартса янӑ? (Иис.Н. 2:4, 5) (w04 1.12, с. 9; w93 15.12, с. 25, абз. 1).
7. Иисус Навин 3:15, 16-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх израильтянсем пире мӗнле тӗслӗх панӑ? (w04 1.12, с. 9, абз. 6).
8. Ахан вӑрлани ҫине Иисус Навин мӗнле пӑхнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Иис.Н. 7:20—25) (w04 1.12, с. 11, абз. 4).
9. Иисус Навин 9:22, 23-мӗш сӑвӑ йӗркисенче ҫырни мӗнле майпа Турӑ Сӑмахӗнче калани пурнӑҫланнине шантараҫҫӗ? (w04 1.12, с. 11, абз. 3; si с. 48, абз. 13).
10. Халев тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Иис.Н. 14:8, 10—12) (w04 1.12, с. 12, абз. 2; w93 15.1, с. 29, абз. 1).