Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 09/12 4 с.
  • Пӗлтерӳсем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пӗлтерӳсем
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
km 09/12 4 с.

Пӗлтерӳсем

◼ Сӗнмелли литература. Декабрь: «Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн?» брошюра, ҫавӑн пекех «Ҫӗнӗ тӗнчери мирлӗ пурнӑҫ», «Кам вӑл Иегова?», «Кам вӑл Иисус Христос?» трактатсем. Вӗсен ачасем пур пулсан «Библи калавӗсен кӗнеки» ятлӑ кӗнекене сӗнме пулать. 2010 январь: «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» кӗнеке. Кил хуҫин ҫак кӗнеке пур пулсан, вырӑс чӗлхипе кӑларнӑ ҫак уйӑхра сӗнмелли ытти публикацисене сӗнме пултаратӑн. Февраль: «Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫпа ӗмӗр савӑн!» брошюра е «Кам вӑл Иегова?» трактат, ҫавӑн пекех вырӑс чӗлхипе кӑларнӑ ҫак уйӑхра сӗнмелли ытти публикацисем. Март: «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» кӗнеке. Кил хуҫин ҫак кӗнеке пур пулсан унпа Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑш. Апрель тата май: «Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫпа ӗмӗр савӑн!», «Рай илсе килекен правительство» брошюрӑсем. Библири чӑнлӑхпа интересленекенсем патне тепӗр хут кайнӑ чухне, ҫав шутра Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявлама е урӑх тӗлпулусене пынӑ, анчах та пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене яланах ҫӳремен ҫынсене «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» кӗнекене сӗнме тата Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр.

◼ 2011 ҫулта Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявласси апрелӗн 17-мӗшӗнче, вырсарникун, хӗвел аннӑ хыҫҫӑн пулать. Пӗр Патшалӑх Залӗпе темиҫе пуху усӑ курать пулсан тата ҫак уява ирттерме арҫын-тӑвансем юрӑхлӑ залсем шыраса тупма пултарччӑр тесе ҫак пӗлтерӗве хальтерех тӑватпӑр.

◼ Кӗҫех пухусем тата ушкӑнсем 2010 ҫулта иртекен Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявлама пуху е ушкӑн мӗнле чӗлхепе иртеҫҫӗ, ҫав чӗлхепе пичетленӗ чӗнӳ хучӗсем илӗҫ. Мӗнле те пулин чӗлхепе чӗнў хучӗсем ҫук пулсан вӗсене вырӑс чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ чӗнӳ хучӗсене ярса парӗҫ.

◼ 2010 ҫулхи январӗн 4-мӗшӗн эрнинчен пуҫласа «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗсенче юрӑсен номерӗсене ҫӗнӗ юрӑ кӗнекинчен (55-юрӑ) лартӗҫ, анчах та скобкӑсенче кивӗ юрӑ кӗнекинчи номерсем пулӗҫ. Ҫӗнӗ юрӑ кӗнеки иличчен, эпир кивӗ юрӑ кӗнекисемпе усӑ курӑпӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр