Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 09/11 7 с.
  • Ыйтусен рамки

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ыйтусен рамки
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
  • Ҫавнашкал материал
  • Турра пуҫҫапма мӗншӗн пӗрле пуҫтарӑнмалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем сире мӗнле усӑ пама пултараҫҫӗ?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Ырӑ хыпара телефонпа сарасси ӑнӑҫлӑ пулма пултарать
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
  • Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче эсӗ ыттисене ҫирӗплетме тӑрӑшатӑн-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
km 09/11 7 с.

Ыйтусен рамки

◼ Христиансен тӗлпулӑвӗн программине телефонпа итлес тӗлӗшрен мӗншӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулни кирлӗ?

Нумай пухусенче хӑш-пӗр хыпарҫӑсем чирленине пула е ытти витӗмлӗ сӑлтавсене пула хӑш чухне Турӑ Патшалӑх Залне пухӑва каяймаҫҫӗ, ун пек чухне вӗсен тӗлпулӑвӑн программине телефонпа итлеме май пур. Ҫакна йӗркелени вӑл, кама ҫакӑн пек пулӑшу чӑннипех кирлӗ, ҫавсемшӗн тӑрӑшнине тата вӗсене юратнине кӑтартса парать. Анчах та ҫак пулӑшу усӑ патӑр тесен ӑслӑ-тӑнлӑ пулни тата лайӑх план туса йӗркелени кирлӗ. Ҫавӑнпа та ҫакӑншӑн яваплӑ старейшинӑсем пурте «тирпейлӗ... йӗркеллӗ» ирттӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ (1 Кор. 14:40).

Тӗлпулӑвӑн программине телефонпа итлеме чи малтанах вӑраха тӑсӑлнӑ чирпе чирлекенсене тата халсӑрланнӑ е килтен тухма пултарайман хыпарҫӑсене валли йӗркелес тесе старейшинӑсем тӑрӑшӗҫ. Кӗске вӑхӑт хушши чирлекен, ҫавна пула вӑхӑтлӑха ӗҫе те кайма пултарайман хыпарҫӑсене, ҫавӑн пекех ырӑ хыпарпа интересленсе ҫитӗнӳсем тӑвакан, анчах та килтен тухайман ҫынсене те ҫакӑн пек майпа пулӑшу пама пулать тата вӗсене пухӑва пынисен шутне кӗртмелле. Программӑна телефонпа итлени чӑннипех те кама кирлӗ, ҫавсене пурне валли те ҫакна йӗркелесе пама май ҫук пулсан, тӗлпулӑвӑн программине аудиозапись туса пама тӑрӑшмалла.

Паллах ӗнтӗ, Турӑ Патшалӑх Залне кайса христиансен тӗлпулӑвӗнче хӑв пулнине нимӗн те ҫитмест. Пухури тӑвансемпе курса калаҫни пире пӗр-пӗрне хавхалантарма, ҫавӑн пекех ҫӗннисене христиансен тӗлпулӑвӗсене тата ытларах хаклама пулӑшать. Тӗлпулусенче хамӑр пулнипе эпир демонстрацисенчен ытларах усӑ илме пултаратпӑр тата старейшинӑсене те пире пулӑшу пама ҫӑмӑлтарах. Ҫавӑн пекех эпир пухури тӑвансем пӗр-пӗрне питӗ юратнине хамӑр ҫинче туйма пултаратпӑр. Пӗр ватӑ хӗрарӑм-тӑван залран тухнӑ чухне пӗрле ӗненекенсенчен пӗри ӑна ыталасан: «Ҫакна телефонпа туйма пулать-и вара!» — тесе хӑйӗн савӑнӑҫне кӑтартнӑ (Рим 1:11, 12). Унӑн сӑмахӗсем мӗн тери тӗрӗс!

Анна «чиркӳрен [«храмран», ҪТ] пӗр каймасӑр... пурӑннӑ» (Лука 2:36, 37). Пирӗн ватӑ арҫын-тӑвансемпе хӗрарӑм-тӑвансенчен нумайӑшӗ пирки те ҫавнах калама пулать. Лару-тӑрусем тата сывлӑх чӑрмантарман чухне вӗсем яланах пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсен программӑна телефонпа итлеме тивет, анчах та вӗсем Турӑ Патшалӑх Залӗнче иртекен пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене кайса ҫӳриччен программӑна килте итлени меллӗрех тесе шутламаҫҫӗ. Вӗсенчен тӗслӗх илсе эпир, хамӑрӑн аслӑ Турра, Иеговӑна, пуҫҫапма пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче хамӑр пулас тесе малалла та мӗн тумаллине пурне те савӑнсах тӑвар (Пс. 94:1—3, 6; 121:1).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр