Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аялта илсе панӑ ыйтусене Теократи ӗҫӗн шкулӗнче 2009 ҫулхи октябрӗн 26-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнинче сӳтсе явӗҫ.
1. Турӑ Валаама Валак ҫыннисемпе кайма Хӑй хушнӑ пулсан та Валаам вӗсемпе кайнӑшӑн мӗншӗн Иегова ун ҫине ҫилленнӗ? (Шутл. 22:20—22) (w04 1.8, с. 27, абз. 2).
2. Финеес Иегова енче «ҫирӗп тӑни» хамӑра Турра халаллани шутне мӗн кӗнине ӑнланма мӗнле пулӑшать? (Шутл. 25:11) (w95 1.3, с. 16, абз. 13).
3. Мӗншӗн Иисус Навина Моисей вырӑнне ертӳҫӗ пулма суйласа лартнӑ? (Шутл. 27:15—19) (w02 1.12, с. 12, абз. 1).
4. Шутлани 31:27-мӗш сӑвӑ йӗрки христиансене мӗн пирки шантарса калать? (w05 15.3, с. 24).
5. Хӳтлӗх хуласем Израиль халӑхне хӑш енчен усӑ панӑ? (Шутл. 35:11, 12) (w95 15.11, с. 14, абз. 17).
6. Мӗншӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулни христиансемшӗн питӗ кирлӗ ен тата ҫакӑ вӗсене мӗнле усӑ парать? (Сакк. аст. 1:13) (w03 15.1, с. 30; w00 1.10, с. 32, абз. 1—3).
7. Моисей урлӑ панӑ законра Туррӑн тӳрӗлӗхне мӗнле кӑтартса панӑ? (Сакк. аст. 4:8) (w02 1.6, с. 14, абз. 8 — с. 15, абз. 9 —10).
8. Саккуна астутарни 6:16—18-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх Иеговӑна мӗнле сӑнама юранӑ тата мӗнле юраманнине ӑнлантарса парӑр (w04 15.9, с. 26, абз. 6).
9. Иегова каланӑ сӑмахсем Израиль халӑхне мӗн кирлипе мӗнле майпа тивӗҫтернӗ тата ҫак сӑмахсем пире паян мӗнле тӑрантарса тӑраҫҫӗ? (Сакк. аст. 8:3) (w99 15.8, с. 25—26).
10. Саккуна астутарни 12:16, 24-мӗш сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх хамӑр юнпа усӑ курассипе ҫыхӑннӑ медицина процедурисем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? (w00 15.10, с. 30, абз. 7).