Пӗлтерӳсем
◼ Сӗнмелли литература. Октябрь: «Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?» брошюра, ҫавӑн пекех «Кам вӑл Иегова» трактат тата вырӑс чӗлхипе кӑларнӑ ҫак уйӑхра сӗнмелли ытти публикацисем. Ноябрь: «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» кӗнеке. Кил хуҫин ҫак кӗнеке пур пулсан, вырӑс чӗлхипе кӑларнӑ ҫак уйӑхра сӗнмелли ытти публикацисене сӗнме пултаратӑн.
◼ «Теократи ӗҫӗн шкулӗн программи» «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫӗн» хучӗ ҫинче текех пичетленсе тухмасть, вӗсене пухусене ярса парӗҫ. Jw.org сайтпа усӑ куракан пухусем программӑна сайтран пичетлесе илме пултараҫҫӗ, ытти пухусем ӑна почтӑпа илӗҫ. Пӗр экземплярне Патлашӑх Залӗнчи пӗлтерӳсен хӑми ҫине ҫакса хумалла, тепринпе вӗренмелли заданисене валеҫсе памашкӑн Шкул надзирателӗ усӑ курать. Хыпарҫӑсем кашни уйӑхра пичетленсе тухакан «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хучӗ ҫинче ҫырнӑ теократи Шкулӗн программипе усӑ курма пултараҫҫӗ. Унта кашни эрнере Пухура Библи вӗренмеллин, Теократи ӗҫӗн шкулӗн тата Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗн планне ҫырса хунӑ.
◼ Патшалӑх Залӗсене халаллани: Лиски тата Бобров (Воронеж обл.) — апрелӗн 25 тата 26–мӗшӗ; Курган (виҫӗ Патшалӑх Залӗ) — майӑн 23 тата 24–мӗшӗ; Прокопьевск (Кемеров обл.) — майӑн 30–мӗшӗ; Ванино (Хабаровск крайӗ) тата Ковров (Владимир обл.) — июнӗн 13–мӗшӗ; Белогорск (Амур обл.) — июлӗн 19–мӗшӗ тата Елец (Липецк обл.) — июлӗн 25–мӗшӗ.