Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 09/9 3 с.
  • Тивӗҫлисене шыра

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Тивӗҫлисене шыра
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
  • Ҫавнашкал материал
  • Санӑн хӑвӑн участок пулмалла-и?
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2013
  • Ырӑ хыпара телефонпа сарасси ӑнӑҫлӑ пулма пултарать
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
km 09/9 3 с.

Тивӗҫлисене шыра

1. Сӑваплӑ ӗҫре хутшӑнма май пуррине хакланине эпир мӗнле кӑтартатпӑр?

1 Иисус сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне йӑваш чӗреллӗ ҫынсене йӑпатакан ырӑ хыпара пӗлтерес тесе пур майсемпе те усӑ курнӑ (Ис. 61:1, 2). Паян эпир Христосӑн посолӗсем тата Христос вырӑнне янӑскерсем пулнӑ май хамӑр вырӑнта тивӗҫлисене тӗплӗн тата ывӑна пӗлмесӗр шыранипе Иисус Христос пек пулма тӑрӑшатпӑр (Матф. 10:11; 2 Кор. 5:20).

2. Павел ҫаврӑнӑҫуллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе пынӑ?

2 Ҫаврӑнӑҫуллӑ пул. Павел апостол яланхи пекех чӑн малтан синагогӑна кайнӑ, вара унта иудейсене тата иудейсен тӗнне йышӑннӑ ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ (Апост. ӗҫ. 14:1). Филиппы хулинче Павелпа Сила, хӑйсем шухӑшланӑ пек, «кӗлӗ ҫурчӗ» пулмалли вырӑна кайнӑ. Вӗсем унта пухӑннӑ хӗрарӑмсене ырӑ хыпар калама пуҫланӑ, вара вӗсенчен пӗри, Лидия, ҫав вӑхӑтрах чӑнлӑха йышӑннӑ (Апост. ӗҫ. 16:12—15).

3. Килрен-киле ҫӳремелли участоксемсӗр пуҫне тата мӗнле майсемпе ырӑ хыпар пӗлтерме пултаратӑн?

3 Килрен-киле ҫӳремелли участоксӑр пуҫне эсӗ тата ҫавӑн пекех, тӗслӗхрен, вокзалсенче, парксенче, ӗҫе вырнаҫтармалли вырӑнсенче, нумай ҫынсем ҫӳрекен урамсенче, ӗҫлӗ тата суту-илӳ вырӑнӗсенче ҫынсене ырӑ хыпар калама пултаратӑн-и? Е ҫынсем пурӑнакан хуралласа тӑракан пысӑк ҫуртсенче ҫыру ҫырса е телефонпа ырӑ хыпар пӗлтерме пултаратӑн-и? Тимлӗ пулса тата ҫынсен лару-тӑрӑвӗсем улшӑнса тӑнине шута илсе эсӗ «Унӑн [Ҫӳлхуҫан] ӗҫне пӗрмай тӑрӑшса [нумай] туса тӑрӑн» (1 Кор. 15:58).

4. Эсӗ ҫӳрекен пуху территори пысӑках мар пулсан мӗн тума пултаратӑн?

4 Нумай хыпарҫӑсем сӑваплӑ ӗҫе ытларах тӑвас тесе ытти — хӑйсен е ют ҫӗршыври — пухусене куҫса кайнӑ. Теприсем ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерес тесе ҫӗнӗ чӗлхе вӗреннӗ.

5. Хальхи вӑхӑт мӗнпе уйрӑлса тӑрать тата пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла?

5 Пирӗн пурин те «хир — тӗнче» пулнине асра тытмалла (Матф. 9:37; 13:38). Ҫак усал тӗнче пӗтесси ҫывхарса пырать, ҫавӑнпа та пирӗнтен кашнийӗ хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ, пултарулӑхӗ тата ырӑ хыпара ытларах тума пулӑшакан майӗсем ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа пӑхмалла. Хамӑр пурнӑҫра Турӑ Патшалӑхӗн интересӗсене малти вырӑна хуратпӑр пулсан, эпир ырӑ хыпар пӗлтерес ӗҫе нумайтарах тӑвас тесе чун-чӗререн вӑй хунине пиллӗп тесе Иегова хӑй сӑмах парать (Матф. 6:33).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр