Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 09/9 2 с.
  • Библипе ӑста усӑ кур

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библипе ӑста усӑ кур
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
  • Ҫавнашкал материал
  • Библири сӑвӑ йӗркисене астуса юлма мӗн пулӑшӗ?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Чӑнлӑха вӗрентӗр
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2016
  • «Турӑ Сӑмахӗ... витӗмлӗ»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
km 09/9 2 с.

Библипе ӑста усӑ кур

1. Мӗншӗн Библи питӗ усӑллӑ?

1 Турӑ хавхалантарса ҫыртарнӑ Сӑмаха ӑста усӑ курни чӑнлӑха ыттисене пӗлтерме тата тӗрӗс ӑнлантарма, ҫавӑн пекех суя вӗрентӳсемпе ҫынсен йӑла-йӗркисем тӗрӗс мар пулнине кӑтартма пулӑшать (2 Тим. 2:15; 1 Пет. 3:15).

2. Турӑ Сӑмахне ӑста усӑ курма пире мӗн пулӑшӗ?

2 Библие лайӑхрах пӗлме тӑрӑш. Ӗҫлемелли хатӗре мӗн таран лайӑхрах пӗлетпӗр, ҫавӑн чухлӗ унпа ӑнӑҫлӑрах усӑ курма пултаратпӑр. Библие пӗтӗмпех вуласа тухсан унӑн тӗп темипе лайӑхрах паллашӑн. Ҫакӑ сана Библи сӑвӑ йӗркисене астуса юлма тата вӗсене Библире ҫӑмӑллӑнах тупма пулӑшать. Библие лайӑх пӗлни сана чӑнлӑха — ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне е ятарласа вӑхӑт уйӑрман чухне те — хастаррӑн та ӗнентерӳллӗн ыттисене каласа пӗлтерме пулӑшӗ (1 Фес. 1:5).

3, 4. а) Мӗнле меслетсемпе эпир Библипе ӑста усӑ курма пултаратпӑр? ӑ) Библине лайӑхрах пӗлес тесе эсӗ мӗнле меслетсемпе усӑ куратӑн?

3 Пухусенче Библине уҫса ун тӑрӑх йӗрлесе пыма хӑнӑх. Хӑв тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне тата пухусене хатӗрленнӗ чухне текстра илсе панӑ Библи сӑвӑ йӗркисене пурне те уҫса вула тата вӗсене мӗнле усӑ курма пултарни ҫинчен шухӑшла. Библири сӑвӑ йӗркисене компьютер е пичетлесе илнӗ хут ҫинчен вулас вырӑнне Библирен вулани ырӑ хыпар сарнӑ чухне кирлӗ сӑвӑ йӗркисене ҫӑмӑллӑнах тупма лайӑхрах пулнине нумайӑшӗ асӑрханӑ (Иоан. 14:26).

4 Хӑш-пӗр ҫемьесем Библи сӑвӑ йӗркисене пӑхмасӑр вӗренме ятарласа вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Ҫакна тӑвас тӗллевпе вӗсем карточкӑсем усӑ кураҫҫӗ: унӑн пӗр енне — Библи сӑвӑ йӗркин текстне, тепӗр енне — вӑл ӑҫта вырнаҫнине ҫырнӑ. Вӗсем умлӑ-хыҫлӑн сӑвӑ йӗркисене калаҫҫӗ е Библире ӑҫта вырнаҫнине аса илеҫҫӗ. Публикацисене мӗнле сӗнмеллине е хирӗҫ каланисене мӗнле хуравламаллине репетици тунӑ чухне Библи тӑрӑх хуравласан, хамӑр ӑсталӑха лайӑхлатма пултаратпӑр.

5. Мӗншӗн эпир Библипе ӑста усӑ курма вӗренесшӗн?

5 Нимӗнле урӑх кӗнеке те Библипе танлашаймасть. Ҫынсене «ҫӑлӑнмашкӑн... ӑслӑлантарса ҫитермелли» ҫырусене унта кӑна ҫырса хунӑ (2 Тим. 3:15). Пирӗн участокри ҫынсенчен нумайӑшӗсем Библири чи паха пуянлӑхпа танлаштарнӑ пӗлӳсене пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та пирӗн ҫынсене Библире мӗн пуррине кӑтартма пӗлмешкӗн хамӑр пултарулӑхсене лайӑхлатмалла (Ытар. 2:1—5).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр