Ыйтусем ҫине мӗнле хуравламалла?
1. Ыйтусем ҫине хуравланӑ чухне Иисусран тӗслӗх илни мӗншӗн питӗ кирлӗ?
1 Иисус ыйтусем ҫине мӗнле хуравланинчен паян нумайӑшӗсем тӗлӗнеҫҫӗ. Ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне пире ҫынсем тӗрлӗ ыйтусем параҫҫӗ, ҫавӑнпа та мӗнле хуравламаллине пирӗн Иисусран тӗслӗх илме тӑрӑшмалла (1 Пет. 2:21).
2. Ыйтусем ҫине ӑнӑҫлӑ хуравлама пире мӗн пулӑшӗ?
2 Малтан тимлӗ итле. Иисус хӑйӗнпе калаҫакан ҫынсен шухӑшӗсене шута илнӗ. Ҫын чӑннипех мӗн шутланине пӗлес тесе хӑш чухне ыйтусем памалла. Сӑмахран, ҫын «Эсир Иисуса ӗненетӗр-и?» тесе ыйтнӑ чухне эпир Раштава мӗншӗн уявламаннине пӗлесшӗннине кӑтартса парать. Ҫынна чӑннипех мӗн интереслентернине ӑнланни сана унпа ӑнӑҫлӑрах калаҫма пулӑшӗ (Лука 10:25—37).
3. Мӗне пула эпир Библирен илнӗ кӑмӑла ҫырлахтаракан хуравсем пама пултаратпӑр?
3 Библи тӑрӑх хуравла. Ялан тенӗ пекех ыйту ҫине Библи мӗнле хуравланине кӑтартни лайӑхрах пулӗ (2 Тим. 3:16, 17; Евр. 4:12). «Рассуждение» (выр.) кӗнеке тата «Сӑваплӑ Ҫырусем — Ҫӗне тӗнче куҫарӑвӗ» ятлӑ Библири Хыҫсӑмахра илсе панӑ — «Тема для библейских разговоров» (выр.) Турӑ Сӑмахӗпе тӗрӗс хуравсем пама пулӑшать. Ҫын Библине хисеплемест пулсан, тен, санӑн Библи мӗне вӗрентни ҫинчен сӑпайлӑн кӑтартма май пулӗ. Вӑхӑтпа тӗрӗсленнӗ Турӑ Сӑмахӗнчи ӑслӑлӑха тимлеме ҫынна хавхалантар. Иисусран тӗслӗх илсе эсӗ тивӗҫлӗн хуравлама пултарӑн, вара санӑн сӑмахусем — «кӗмӗл савӑтри ылтӑн улма» пек — илемлӗ те хаклӑ пулӗҫ (Ытар. 25:11).
4. Мӗнле лару-тӑрусенче ыйтусем ҫине хурав памасан лайӑхрах?
4 Кашни ыйту ҫине те хурав памалла-и? Эсӗ ыйту ҫине мӗнле хуравламаллине пӗлместӗн пулсан, пӗр вӑтанмасӑр: «Эпӗ ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлместӗп, анчах та ун пирки эпӗ тӗпчеме пултаратӑп, вара тепӗр чухне сире хуравлӑп»,— тесе кала. Ҫын эсӗ сӑпайлӑ пулнине тата унпа интересленнине курса, тен, санпа тепӗр хут тӗл пулма килӗшӗ. Ыйту паракан ҫын пирӗнпе хаяр тата тавлашасшӑн пулнине асӑрхарӑн пулсан, эсӗ Иисусран тӗслӗх илсе хуравламасан та пултаратӑн (Лука 20:1—8). Ҫавӑн пекех кам та пулсан чӑнлӑхпа интересленмесӗр санпа тавлашасшӑн тӑрӑшать пулсан, калаҫӑва сӑпайлӑн вӗҫле те чун-чӗререн интересленекенсене шырама тӑрӑш (Матф. 7:6).
5. Ыйтусем ҫине хуравласа Иисус пире мӗнле тӗслӗх панӑ?
5 Иегова ҫине шаннипе кӑна «чӑнлӑх ҫинчен каласа кӑтартмалли» ӗҫе тума тата чун-чӗререн пӗлес текен ҫынсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравлама пултарнине Иисус пӗлнӗ (Иоан. 18:37). «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗме» тивӗҫлисен ыйтӑвӗсем ҫине хуравлама Иисусран тӗслӗх илме пирӗншӗн мӗн тери пысӑк чыс (Апост. ӗҫ. 13:48).