Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 июль 31 с.—32 с., 5 абз.
  • Вулакансен ыйтӑвӗсем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Вулакансен ыйтӑвӗсем
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Ҫавнашкал материал
  • Иегова Свидетелӗсем мӗншӗн вӑрҫӑ вӑрҫма килӗшмеҫҫӗ?
    Иегова Свидетелӗсем пирки час-часах паракан ыйтусем
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 июль 31 с.—32 с., 5 абз.

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Преступник тапӑнсан хӳтӗленес тесе христианинӑн хӗҫпӑшал, калӑпӑр, пистолет е пӑшал, усрама юрать-и?

Пурнӑҫа упраса хӑварас тесе христиансен, паллах, мерӑсем йышӑнмалла, анчах та ҫавӑн чухне Библири принципсене шута илмелле. Ҫав принципсем тӑрӑх, пирӗн преступниксенчен хӳтӗленес тесе пистолетпа, пӑшалпа е урӑх хӗҫпӑшалпа усӑ курма юрамасть. Айтӑр ҫав принципсенчен хӑшӗ-пӗрисене сӳтсе явар.

Иеговӑшӑн ҫын пурнӑҫӗ сӑваплӑ. Давид, псалом юрлаканӗ, Иегова — «чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ» тесе ҫырнӑ (Пс. 35:10). Ҫавӑнпа та ҫын хӑйне тата хӑйӗн пурлӑхне хӳтӗлес тесе мӗнле те пулин утӑмсем тӑвас тет пулсан, унӑн ҫын вилӗмӗшӗн айӑплӑ пулас мар тесе хӑй мӗн тума пултарнине пурне те тумалла (Сак. аст. 22:8; Пс. 50:16).

Кирек мӗнле япала та ҫын вӗлермелли япала пулса тӑма пултарать, анчах пӑшал пурри, эпир никама та вӗлерме шутламастпӑр пулсан та, ҫын пурнӑҫне татас хӑрушлӑха ӳстеретa. Унсӑр пуҫне, ахаль те кӗҫ-вӗҫ сиксе ӳкме хатӗр преступник пирӗн алра хӗҫпӑшал курсан, лару-тӑру тата йывӑрланса кайма пултарать, юлашкинчен вара кам та пулин вилме пултарать.

Иисус Христос хӑй вилес умӗнхи каҫ вӗренекенӗсене хӑйсемпе пӗрле хӗҫ илме хушнӑ, анчах та хӳтӗленес тӗллевпе мар (Лука 22:36, 38). Иисус вӗсене питӗ кирлӗ япалана вӗрентесшӗн пулнӑ: хӗҫпӑшаллӑ ҫынсем ушкӑнпах тапӑнсан та, пирӗн никама та пусахламалла мар (Лука 22:52). Петр аслӑ священникӑн чури ҫине тапӑнас тесе хӗҫе туртса кӑларсан, Иисус ӑна: «Хӗҫне хӑй вырӑннех чик»,— тенӗ. Кайран вара: «Хӗҫ ҫӗклекенсем пурте хӗҫпех пӗтӗҫ»,— тенӗ ӑна (Матф. 26:51, 52). Ҫак принцип Иисусӑн вӗренекенӗсемшӗн чи кирлӗ принципсенчен пӗри.

Михей 4:3-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, Туррӑн ӗҫлекенӗсем «хӑйсен хӗҫӗнчен — сухапуҫӗ, хӑйсен сӑннинчен ҫурла туптаса» тунӑ. Чӑн христиансем мирлӗ пурӑнма юратнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Вӗсем Павел апостол урлӑ Турӑ мӗн каланине тӑваҫҫӗ: «Никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр... Хӑвӑртан килет пулсассӑн, пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр» (Рим 12:17, 18). Павел нумай хутчен хӑрушлӑха лекнӗ, ҫав шутрах вӑрӑ-хурахсенчен те асап курнӑ. Ҫавӑн чухне те вӑл хӑй сӑмахӗнчен иртмен тата нихӑҫан та Библири принципсене пӑссах хӳтӗленме тӑрӑшман (2 Кор. 11:26). Вӑл Турӑ ҫине шаннӑ тата Библири ӑслӑ канашсемпе усӑ курнӑ, ҫав канашсем вара «ҫар кӑралӗнчен лайӑхрах» (Еккл. 9:18).

Христиансемшӗн хӑйсен пурнӑҫӗ пурлӑхран хаклӑрах. «Этем пурӑнӑҫӗ унӑн пурлӑхӗ нумаййинчен килмест» (Лука 12:15). Ҫавӑнпа та христианин ҫине хӗҫпӑшаллӑ вӑрӑ-хурах тапӑнать пулсан тата ӑна йӑваш сӑмахсемпе чарма ҫук пулсан, вара Иисус каланӑ сӑмахсемпе килӗшӳллӗн хамӑра тытмалла: «Усала усалпа ан тавӑр». Ҫакӑ, ытарлӑн каласан, ҫиелти тумтире те, аялти кӗпене те пама хатӗр пулмаллине пӗлтерме пултарать (Матф. 5:39, 40, ҪХ; Лука 6:29)b. Анчах та хӑрушӑ лару-тӑрӑва лекес мар тесен, паллах, хамӑр мӗн тума пултарнине маларах тумалла. Эпир хамӑрӑн пуянлӑхпа мухтанмастпӑр пулсан, унсӑр пуҫне, пирӗн кӳршӗсем эпир Иегова Свидетелӗсем тата мирлӗ ҫынсем пулнине пӗлеҫҫӗ пулсан, пирӗн ҫине тапӑнас хӑрушлӑх пӗчӗкленӗ (Ытар. 18:10; 1 Иоанн 2:16).

Христиансем ыттисен совеҫне шута илеҫҫӗ (Рим 14:21). Преступник тапӑнас пулсан хӳтӗленмешкӗн христианин хӗҫпӑшал усранине пухури тӑвансем пӗлсен, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем аптраса тӑма е такӑнма та пултараҫҫӗ. Закон пире хӗҫпӑшал усрама ирӗк парать пулсан та, тӑвансене юратнӑран эпир вӗсене такӑнтаракан нимӗнле ӗҫе те тумӑпӑр (1 Кор. 10:32, 33; 13:4, 5).

Христиансем лайӑх тӗслӗх кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ (1 Петр 5:2, 3; 2 Кор. 4:2). Преступниксенчен хӳтӗленес тесе хӗҫпӑшал усрасси пирки старейшинӑсем канаш панӑ хыҫҫӑн та христианин хӑйӗннех тӑвать пулсан, ун пирки лайӑх тӗслӗх кӑтартать теме ҫук. Ҫавӑнпа та ҫавӑн пек христианин пухура яваплӑхсем илме тивӗҫлӗ мар. Ҫак принципах ӗҫ вырӑнӗнче хӗҫпӑшалпа ҫӳрекен христианина та пырса тивет. Вӑл урӑх ӗҫ тупсан лайӑхрах пулӗc.

Харпӑр хӑйне, хӑйӗн ҫемйине е пурлӑхне мӗнле хӳтӗлесси пирки, ӑҫта тата кам пулса ӗҫлесси пирки те кашни христианин хӑй йышӑну тӑвать. Анчах та ун пек чухне Библири принципсене шута илмелле, вӗсенче Туррӑн ӑслӑлӑхӗ тата юратӑвӗ курӑнса тӑрать. Ҫак принципсене хисеплекен христиансем преступниксенчен хӳтӗленес тесе хӗҫпӑшал усрамӗҫ. Вӗсем ҫакӑн пирки пӗртте иккӗленмеҫҫӗ: Турӑ ҫине шанакансем тата унӑн принципӗсем тӑрӑх пурӑнакансем хӑрушсӑрлӑхра, мирлӗ пурнӑҫпа пурӑнӗҫ (Пс. 96:10; Ытар. 1:33; 2:6, 7).

Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче христиансем ҫине тапӑннӑ; вӗсем Иегова хӳтӗлессе шанаҫҫӗ

Хӑрушла асап вӑхӑчӗ ҫитсен те христиансем хӑйсене хӳтӗлес тесе алла хӗҫпӑшал илес вырӑнне Иегова ҫине шанӗҫ

a Христианин ҫимеллишӗн сунара ҫӳреме е тискер чӗрчунсенчен хӳтӗленес тесе хӗҫпӑшал (тӗслӗхрен, винтовка е пӑшал) туянас теме пултарӗ. Анчах та хӗҫпӑшалпа усӑ курман чухне ӑна авӑрламасӑр усрани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, тен, ӑна сӳтсе пӗр-пӗр вырӑна тӗплӗн пуҫтарса хурса ҫӑрапа питӗрсех илмелле. Пӗр-пӗр ҫӗршывра закон хӗҫпӑшала килте тытма ирӗк памасть пулсан е ҫавна тума хӑш-пӗр енчен чарать пулсан, христиансен ҫавна пӑхӑнмалла (Рим 13:1).

b Пусмӑрлаканӑн аллине лекесрен мӗн тумалли пирки 1993 ҫулхи апрелӗн 8-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналти «Как это можно предотвратить» ятлӑ статьяран пӗлме пулать.

c Христианинӑн хӗҫпӑшалпа ҫӳремелли ӗҫе кӗме юранипе юраманни ҫинчен ытларах информаци 2005 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ (31-мӗш страница) тата 1984 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ (18—19 страницӑсем) «Хурал башнин» кӑларӑмӗсенче тупма пулать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр