17-МӖШ УРОК
Ӑнланмалла калаҫ
1 Коринф 14:9
ТӖЛЛЕВ. Хӑв мӗн калас тенине итлекенсене ӑнланма ҫӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑш.
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
Лайӑх хатӗрлен. Темӑна хӑвӑн сӑмахусемпе тата ансат чӗлхепе уҫса парас тесе ӑна лайӑх тӗпчесе ӑнланма тӑрӑш.
Ансат сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе тата кӗске предложенисемпе усӑ кур. Вӑрӑм предложенисемпе те усӑ курма пулать, анчах та тӗп шухӑшсене кӗске предложенисемпе уҫса пар.
Ӑнланмалла мар сӑмахсене ӑнлантарса пар. Ҫынсем пӗлсех кайман сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе май килнӗ таран сахалтарах усӑ кур. Ыттисем пӗлсех кайман сӑмаха, Библире асӑннӑ ҫынна, авалхи виҫе единицине е йӑла-йӗркене асӑнмалла пулсан, ӑнлантарса памасӑр ан хӑвар.