14-МӖШ УРОК
Тӗп шухӑшсене палӑрт
Еврейсем 8:1
ТӖЛЛЕВ. Шухӑшсем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса пынине курма пулӑш тата тӗп шухӑшсем докладӑн тӗллевӗпе тата темипе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине кӑтарт.
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
Тӗллеве палӑртса хур. Доклада хатӗрленӗ чухне унӑн тӗллевӗ ҫинчен шухӑшла. Тӗслӗхрен, хӑвӑнтан ҫапла ыйтма пултаратӑн: «Итлекенсене мӗн те пулин каласа памалла-и, мӗне те пулин ӗнентермелле-и е пӗр-пӗр ӗҫе тума хавхалантармалла-и?» Кашни тӗп шухӑш докладӑн тӗллевне пурнӑҫлама пулӑшнипе пулӑшманнине тӗрӗсле.
Тема ҫине тимлеттерсех тӑр. Темӑна аса илтерес тесе тӗп сӑмахсене е вӗсен синонимӗсене каласах тӑр.
Тӗп шухӑшсене ӑнланма ҫӑмӑл пултӑр, ахаль сӑмахсемпе усӑ кур. Пӗр-пӗр шухӑш темӑпа ҫыхӑнмасть пулсан е шухӑша уҫса пама ӗлкӗрейместӗн пулсан, ӑна тӗп шухӑш ан ту. Тӗп шухӑшсем нумай пулмалла мар. Вӗсене кашнине уҫҫӑн палӑрт. Пӗр тӗп шухӑшран тепри ҫине майӗпен куҫ, куҫиччен чарӑнса тӑр.