Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • sjj 151 юрӑ
  • Эпӗ чӗнсен...

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эпӗ чӗнсен...
  • Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
  • Ҫавнашкал материал
  • Турӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах парать
    Иеговӑна мухтаса юрлар
  • Турӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах панӑ
    Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
  • Чӑнлӑхпа пурӑн
    Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
  • Тинех ӗнтӗ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ!
    Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
Ытларах пӗлӗр
Иеговӑна хавассӑн мухтаса юрлар
sjj 151 юрӑ

151-МӖШ ЮРӐ

Эпӗ чӗнсен...

(Иов 14:13—15)

  1. 1. Пурнӑҫ пӑс пек — самантлӑха килет,

    Часах вӑл ҫухалать-ҫке.

    Пирӗн кун-ҫул ҫил пек вӗҫсе иртет,

    Куҫҫуль кӑна юлать-ҫке.

    Ҫын вилсе выртсан тӑрӗ-ши кайран?

    Мӗн калать Пултаракан?

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Эп чӗнсен, вилни вӑранӗ

    Хӑйӗн вилӗм ыйхинчен.

    Хам алӑ пултарнишӗн

    Эпӗ тунсӑхлӑп унччен.

    Тӑратма эп пултаратӑп,

    Эс ан чарӑн ӗненме.

    Эп ӗмӗр пурӑнтарӑп

    Хам юратнӑ ҫынсене».

  2. 2. Вилӗм пире ҫӳлти Аттемӗртен

    Нихҫан та уйӑраймӗ.

    Тусӗсене, енчен вӗсем вилсен,

    Асран Иегова ямӗ.

    Чӗртӗ вӗсене вӑл пуласлӑхра

    Ӗмӗр пурӑнма райра.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    «Эп чӗнсен, вилни вӑранӗ

    Хӑйӗн вилӗм ыйхинчен.

    Хам алӑ пултарнишӗн

    Эпӗ тунсӑхлӑп унччен.

    Тӑратма эп пултаратӑп,

    Эс ан чарӑн ӗненме.

    Эп ӗмӗр пурӑнтарӑп

    Хам юратнӑ ҫынсене».

(Ҫавӑн пекех Иоанн 6:40; 11:11, 43; Иак. 4:14 пӑхӑр.)

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр