Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • ypq 10 ыйту, 30—31 с.
  • Библи мана мӗнле пулӑшма пултарать?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библи мана мӗнле пулӑшма пултарать?
  • Ҫамрӑксен 10 ыйтӑвӗ ҫине панӑ хуравсем
  • Ҫавнашкал материал
  • Библи сирӗншӗн мӗнле кӗнеке?
    Библи сирӗншӗн мӗнле кӗнеке?
  • Ҫак тӗнче кам аллинче?
    Ҫак тӗнче кам аллинче?
  • Библи сирӗн пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатма пултарать?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Библи сирӗн пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатма пултарать?
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библи вӗренме пуҫлӑр
Ытларах пӗлӗр
Ҫамрӑксен 10 ыйтӑвӗ ҫине панӑ хуравсем
ypq 10 ыйту, 30—31 с.
Ҫамрӑк урамра Библи вуласа ларать

10-МӖШ ЫЙТУ

Библи мана мӗнле пулӑшма пултарать?

МӖНШӖН ҪАКНА ПӖЛМЕЛЛЕ

Библире каланӑ тӑрӑх, «Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ» (2 Тимофей 3:16). Ку ҫапла пулсан, Библи сана пурнӑҫра тӗрӗс ҫулпа пыма пулӑшма пултарать.

ЭСӖ МӖН ТУНӐ ПУЛӐТТӐН?

Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑш: Давид хӑй нихӑҫан та пулман вырӑнта машинпа пырать. Урамсен ячӗсем тата ытти паллӑсем кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл халӗ хӑй пулмалли ҫӗрте мар иккен. Давид ҫӗтсе кайнине ӑнланса илет. Тахӑш вырӑнта вӑл ҫултан пӑрӑнса кайнӑ пулмалла.

Эсӗ Давид вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, мӗн тунӑ пулӑттӑн?

ЧАРӐНСА ТӐР ТА ШУХӐШЛАСА ПӐХ!

Санӑн темиҫе май пур:

  1. А. Камран та пулин ӑҫталла каймаллине ыйтатӑн.

  2. Ӑ. Карттӑ е навигатор ҫине пӑхатӑн.

  3. Б. Ҫул хӑйне хӑех тупӑнасса шанса малалла каятӑн.

Паллах ӗнтӗ, Б май чи япӑххи.

Ӑ май пӗрремӗшӗнчен лайӑхрах. Карттӑпа навигатор сана ҫул тӑршшӗпех тӗрӗс маршрута курма пулӑшӗҫ.

Библи те сана ҫавнашкал пулӑшма пултарать.

Ҫак чи анлӑ сарӑлнӑ кӗнеке сана...

  • пурнӑҫри йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшӗ,

  • хӑв мӗнле ҫын пулнине ӑнланма тата сана лайӑхланса пыма пулӑшӗ,

  • телейлӗ те канӑҫлӑ пурнӑҫпа мӗнле пурӑнмаллине кӑтартӗ.

ЧИ КИРЛӖ ЫЙТУСЕН ХУРАВӖСЕМ

Калаҫма вӗреннӗ-вӗренменех эпир ыйтусем пама пуҫлатпӑр.

  • Мӗншӗн тӳпе кӑвак тӗслӗ?

  • Ҫӑлтӑрсене мӗнрен тунӑ?

Каярахпа эпир хамӑр тавра пулса пыракан япаласем ҫинчен ыйтусем пама пуҫлатпӑр.

  • Мӗншӗн инкексем пулаҫҫӗ?

  • Мӗншӗн ҫынсем вилеҫҫӗ?

Тен, ҫак ыйтусем ҫине Библире ӗлӗкех хурав панӑ.

Ҫынсенчен нумайӑшӗ Библи вӑл юмах-халап кӗнеки, хальхи пурнӑҫра усӑ памасть е ӑна ӑнланма питӗ йывӑр теҫҫӗ. Ҫакӑ чӑнах та ҫапла-ши е ҫынсем хӑйсем Библи пирки тӗрӗс мар шутлаҫҫӗ?

Сӑмахран, Библире ҫак тӗнчене Турӑ тытса тӑрать тесе ҫырнӑ теҫҫӗ ҫынсем. Анчах та ҫакӑ тӗрӗс-ши? Ҫак тӗнчере йӗркесӗрлӗх хуҫаланать: унта хӗн-асап, чир-чӗр, вилӗм, чухӑнлӑх тата ҫутҫанталӑк инкекӗсем. Ҫаксене чӑнах та юратакан Турӑ ярса тӑрать-и?

Санӑн ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлес килет-и? Ҫак тӗнчене кам тытса тӑни пирки Библире мӗн калани сана, тен, тӗлӗнтерӗ!

Ҫак брошюрӑри канашсене Библирен илнине эсӗ асӑрхарӑн пулӗ. Иегова Свидетелӗсем Библи вӑл пурнӑҫра тӗрӗс ҫулпа пыма пулӑшакан кӗнеке тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ тата «вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет» (2 Тимофей 3:16). Эсӗ ҫак авалхи, ҫав вӑхӑтрах халӗ те усӑ паракан кӗнекене тӗпчеме шут тытсан, ҫавӑншӑн нихӑҫан та ӳкӗнмӗн!

ЫТЛАРАХ ПӖЛМЕ ТӐРӐШ!

Мӗншӗн Библи вӗренмелле?

«Мӗншӗн Библи вӗренмелле?» ятлӑ видеоролик пӑх.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр