Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • ypq 5 ыйту, 15—17 с.
  • Шкулта манран мӑшкӑллаҫҫӗ пулсан, манӑн мӗн тумалла?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Шкулта манран мӑшкӑллаҫҫӗ пулсан, манӑн мӗн тумалла?
  • Ҫамрӑксен 10 ыйтӑвӗ ҫине панӑ хуравсем
  • Ҫавнашкал материал
  • Ыттисем санран мӑшкӑлласа кулнӑ чухне Иеговӑна шан
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
Ҫамрӑксен 10 ыйтӑвӗ ҫине панӑ хуравсем
ypq 5 ыйту, 15—17 с.
Пӗр класра вӗренекенсем умӗнче пӗр арҫын ача теприне хӑратса пӑрахасшӑн

5-МӖШ ЫЙТУ

Шкулта манран мӑшкӑллаҫҫӗ пулсан, манӑн мӗн тумалла?

МӖНШӖН ҪАКНА ПӖЛМЕЛЛЕ

Эсӗ хӑвна мӗнле тытнипе лару-тӑрӑва е лайӑхлатса, е япӑхлатса ярӑн.

ЭСӖ МӖН ТУНӐ ПУЛӐТТӐН?

Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑш: Андрей паян та, ыран та, нихӑҫан та шкула каясшӑн мар. Ҫакӑ виҫӗ уйӑх каялла, пӗр класрисем ун ҫинчен сӑмах сарма пуҫланӑ хыҫҫӑн тытӑнчӗ. Унтан вӗсем кӳрентерекен ятсем парса витлеме пуҫларӗҫ. Хӑш-пӗр чухне кам та пулин ун аллинчен кӗнекесене ҫапса ӳкернӗ хыҫҫӑн ку ӑнсӑртран пулнӑ пек кӑтартнӑ е кам та пулин тӗкнӗ хыҫҫӑн ҫавна кам тунине пӗлес тесе Андрей ҫаврӑнса пӑхсан ҫавна кам тунине калама пултарайман. Ӗнер вара мӑшкӑл ҫӗнӗ шая ҫитрӗ: Андрей хӑйӗн патне юнаса-хӑратса ҫырнӑ электронлӑ хыпар илчӗ...

Эсӗ Андрей вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, хӑвна мӗнле тытнӑ пулӑттӑн?

ЧАРӐНСА ТӐР ТА ШУХӐШЛАСА ПӐХ!

Хӑвна ним тума пултарайман ҫын вырӑнне ан хур! Эсӗ чышкӑсемсӗрех мӑшкӑлҫӑсене хирӗҫ тӑма пултаратӑн. Мӗнле?

  • КУРМӐШ-ИЛТМӖШ ПУЛ. Библире каланӑ: «Ӑссӑрри пӗтӗм ҫиллине ирӗке ярать, ӑсли ӑна путарать» (Ытарӑшсем 29:11). Эсӗ май ҫитнӗ таран лӑпкӑ пулма — сахалтан та тулашӗнчен лӑпкӑ курӑнма — тӑрӑшатӑн пулсан, мӑшкӑлҫӑсем сан ҫума ҫыпҫӑнма пӑрахӗҫ тен.

  • АН ТАВӐР. Библире каланӑ: «Никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр» (Рим 12:17). Тавӑрни ыйтӑва татса парас вырӑнне лару-тӑрӑва йывӑрлатса ярӗ ҫеҫ.

  • ХӐРУШЛӐХА МАЛАРАХ КУРМА ТӐРӐШ. Библире каланӑ: «Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкеке курать те — пытанать» (Ытарӑшсем 22:3). Май ҫитнӗ таран хӑрушӑ ҫынсенчен тата вырӑнсенчен пӑрӑнса ҫӳре.

  • ПАЧАХ КӖТМЕН ХУРАВ ПАМА ТӐРӐШ. Библире каланӑ: «Йӑвашшӑн хуравлани ҫилле сирсе ярать» (Ытарӑшсем 15:1). Кӳрентерсе каланине шӳте ҫавӑрма пулать. Сӑмахран, сана мӑнтӑркка тесе йӗкӗлтеҫҫӗ пулсан, эсӗ йӑл кулса ҫапла калама пултаратӑн: «Кӑшт мӑнтӑртарах пулни пӑсмасть».

  • ПӐРӐНСА УТ. «Хӑвна тытса чарма пӗлнипе эсӗ яваплӑха туякан ҫын пулнине тата хӑвӑнтан мӑшкӑллакансенчен чылай вӑйлӑрах пулнине кӑтартатӑн,— калать 19 ҫулхи Нора.— Ҫакӑнта эсӗ чаруллӑ пулни тата ҫак лайӑх ен сана кӳрентерекенӗн ҫитсех кайманни тӳрех курӑнать» (2 Тимофей 2:24).

  • ХӐЮЛЛӐРАХ ПУЛМА ВӖРЕН. Кам хӑйсен вӑйне шансах каймасть тата хирӗҫ тӑма пултараймасть, ҫавсене мӑшкӑлҫӑсем тӳрех асӑрхаҫҫӗ. Тепӗр енчен илес пулсан, мӑшкӑлҫӑ эсӗ ӑна хӑвӑнпа хуҫаланма паманнине курсан, санран, тен, пӑрӑнса утӗ.

  • ҪАВӐН ҪИНЧЕН ЫТТИСЕНЕ КАЛАСА ПАР. Учитель пулса ӗҫленӗ пӗр хӗрарӑм калать: «Мӑшкӑлпа тӗл пулакансене пурне те эпӗ ҫавӑн ҫинчен каласа пама сӗнетӗп. Ҫакна туни тӗрӗс тата ыттисене мӑшкӑлтан хӳтӗлеме май парӗ».

Ҫамрӑк хӑйне хулиган умӗнче хӑюллӑн тытать

Хӑюллӑрах пулни сана вӑй парӗ, мӑшкӑлҫӑн вара ҫакӑн пек вӑй ҫук

ЭСӖ ПӖЛЕТӖН-И?

Ватса илнисӗр пуҫне мӑшкӑллани шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ:

  • Мӑшкӑлҫӑн ҫӑварӗнчен сӑмахсем вут-ҫулӑм евӗрлӗ тухаҫҫӗ

    Сӑмахпа хӑртни. «Вӗсем мана мӗнле йӗкӗлтенине тата ман ҫинчен мӗнле сӑмах сарнине эпӗ нихӑҫан та манмӑп. Вӗсене пула эпӗ хама ниме тӑман, никама кирлӗ мар тата ним тума пултарайман ҫын пек туйрӑм. Вӗсем мана хӗненӗ пулсан, ку маншӑн лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ» (Селин, 20 ҫул).

  • Ҫамрӑк пӗччен ларать, унӑн тантӑшӗсем унран ютшӑнаҫҫӗ

    Пурте ютшӑнни. «Манпа пӗр класра вӗренекенсем манран пӑрӑнма пуҫларӗҫ. Вӗсем кӑнтӑрлахи апат ҫиме ларнӑ сӗтел хушшинче мана валли вырӑн ҫук пек кӑтартатчӗҫ. Эпӗ ҫулталӑкӗпех макӑртӑм тата пӗччен апатлантӑм» (Хейли, 18 ҫул).

  • Кибер сӑтӑрҫӑсен сӑтӑрне пула хӗр компьютер умӗнчен якӑлт сиксе тӑрать

    Интернет урлӑ тунӑ сӑтӑрла ӗҫсем. «Темиҫе клавиша ҫине пуснипе ҫыннӑн ырӑ ятне варалама, хӑш-пӗр чухне пурнӑҫне те аркатма пулать. Ӳстерсе каланӑ пек илтӗнет пулин те, ку чӑнах та ҫапла!» (Даниель, 14 ҫул.)

ТӖРӖСЛЕВ: МӐШКӐЛЛАНИ

ТӖРӖС Е ТӖРӖС МАР

ХУРАВСЕМ

1. Ҫынсем мӑшкӑлпа темиҫе пин ҫул хушши тӗл пулаҫҫӗ.

1. Тӗрӗс. Сӑмахран, Библире «улӑпсем [«нефилимсем», ҪТ]» теекен ҫынсен ушкӑнӗ пирки каланӑ. Ҫак ят вӑл «ыттисене вӑйпах ураран ӳкерекенсем» тенине пӗлтерет (Пултарни 6:4).

2. Мӑшкӑл вӑл темех мар, ӑна чӗре патне илмелле мар.

2. Тӗрӗс мар. Мӑшкӑла тӳсейменнине пула ҫамрӑксем час-часах хӑйсем ҫине ал хураҫҫӗ.

3. Мӑшкӑла чарса лартмалли чи лайӑх май вӑл — хирӗҫ тавӑрни.

3. Тӗрӗс мар. Мӑшкӑлҫӑсем час-часах хӑйсем кӳрентерекен ҫынсенчен вӑйлӑрах, ҫавӑнпа та вӗсенчен пӑрӑнса утни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

4. Кама та пулин мӑшкӑлланине куртӑн пулсан, ҫавӑнтан пӑрӑнса утни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

4. Тӗрӗс мар. Ҫавӑн пек чухне кунпа ман ӗҫ ҫук теме пултараймӑн. Кама та пулин мӑшкӑлланине курнӑ хыҫҫӑн нимӗн те каламарӑн пулсан, эсӗ ҫак лару-тӑрӑва татса парас вырӑнне йывӑрлатса яма пултарӑн.

5. Мӑшкӑлҫӑн вӗҫкӗнленсе каланӑ сӑмахӗсем час-часах унӑн хӑюлӑх ҫитсех кайманнине кӑтартаҫҫӗ.

5. Тӗрӗс. Хӑш-пӗр мӑшкӑлҫӑсем хӑйсене ытла мӑнна хураҫҫӗ пулин те, вӗсем хушшинче хӑйсен вӑйне шансах кайманнисем тата ыттисенчен кулнипе хӑйсене вӗсем умӗнче асла кӑларас текенсем сахал мар.

6. Мӑшкӑлҫӑсем улшӑнма пултараҫҫӗ.

6. Тӗрӗс. Мӑшкӑлҫӑсене пулӑшсан, вӗсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне те, ӗҫӗсене те улӑштарма пултараҫҫӗ.

МӖН ТУМАЛЛИНЕ ПАЛӐРТСА ХУР

  • Мӑшкӑлҫӑ ҫулӑхма пуҫларӗ пулсан, эпӗ мӗн каланӑ е мӗн тунӑ пулӑттӑм?

ЫТЛАРАХ ПӖЛМЕ ТӐРӐШ!

Хулигансене чышкӑ памасӑрах ҫӗнтер

«Хулигансене чышкӑ памасӑрах ҫӗнтер!» ятлӑ анимаци фильмне пӑх.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр