Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 135 сыпӑк, 306 с.—307 с., 5 абз.
  • Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус нумайӑшне курӑнать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус нумайӑшне курӑнать
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Питӗрнӗ алӑк витӗр — пӳлӗме
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Турӑ хӑйӗн Ывӑлне манса кайман
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Иисус каллех чӗрӗ!
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Иисус ҫӗр ҫинче юлашки 40 кун хушшинче мӗн тунинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 135 сыпӑк, 306 с.—307 с., 5 абз.
Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Фомана курӑнать

135-МӖШ СЫПӐК

Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус нумайӑшне курӑнать

ЛУКА 24:13—49 ИОАНН 20:19—29

  • ИИСУС ЭММАУСА КАЯКАН ВӖРЕНЕКЕНӖСЕНЕ КУРӐНАТЬ

  • ҪЫРӐВА ӐНЛАНМАШКӐН ВӖРЕНЕКЕНӖСЕН ӐС-ТӐННЕ УҪАТЬ

  • ФОМА ИККӖЛЕНМЕ ПӐРАХАТЬ

Халӗ вырсарникун, нисанӑн 16-мӗшӗ. Вӗренекенсем ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑраҫҫӗ. Вӗсем тупӑклӑх мӗншӗн пушӑ пулнине ниепле те ӑнланса илеймеҫҫӗ (Матфей 28:9, 10; Лука 24:11). Ҫав кунах каярахпа Клеопа тата тепӗр вӗренекен Иерусалимран 11 ҫухрӑма яхӑн аякра ларакан Эммауса каяҫҫӗ.

Ҫулпа вӗсем мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен калаҫса пыраҫҫӗ. Унтан вӗсемпе пӗрле пӗр палламан ҫын утма пуҫлать. Вӑл ыйтать: «Эсир капла пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫса пыратӑр?» Клеопа хуравласа калать: «Иерусалима килнисенчен пӗр Эсӗ ҫеҫ унта ҫак кунсенче мӗн пулнине пӗлместӗн пулӗ?» Вӑл вӗсенчен: «Мӗн ҫинчен?» — тесе ыйтать (Лука 24:17—19).

«Назарет Иисусӗ ҫинчен»,— тенӗ хыҫҫӑн вӗсем малалла ҫапла калаҫҫӗ: «Эпир вара Израиле хӑтараканни Ҫавӑ тесе шанса-ӗмӗтленсе тӑраттӑмӑр» (Лука 24:19—21).

Клеопӑпа унӑн юлташӗ ҫав кун мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пама пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем хӑш-пӗр хӗрарӑмсем Иисуса пытарнӑ тупӑклӑх патне кайнӑ та вӑл пушӑ пулнине курнӑ тесе калаҫҫӗ. Вӗсен сӑмахӗсем тӑрӑх, хӗрарӑмсем тӗлӗнмелле япала курнӑ: вӗсене ангелсем курӑннӑ та Иисус чӗрӗ тесе каланӑ. Вӗсем тупӑклӑх патне ытти вӗренекенсем те кайса пӑхнӑ та «хӗрарӑмсем каланӑ пекех пулнӑ» тесе пӗлтереҫҫӗ (Лука 24:24).

Чӑнах та, икӗ вӗренекен унччентерех пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен ним шутлама та пӗлмеҫҫӗ. Палламан ҫын вӗсене Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине ӗненме чӑрмантаракан тӗрӗс мар шухӑшӗсене тӳрлетсе ҫапла калать: «Ӑссӑр та мӑран чӗреллӗ-ҫке эсир, ҫавӑнпа пророксем мӗн каланине ӗненме пултараймастӑр! Христосӑн ҫапла асап тӳсмелле марччӗ-и, Хӑйӗн мухтавлӑхне ҫапла кӗмелле марччӗ-и вара?» (Лука 24:25, 26.) Вӑл малалла Ҫырура Христос ҫинчен калакан нумай вырӑна ӑнлантарса парать.

Юлашкинчен виҫҫӗшӗ те Эммаус патне ҫитеҫҫӗ. Икӗ вӗренекен палламан ҫынна нумайрах итлесшӗн, ҫавӑнпа вӗсем унран ҫине тӑрса ыйтаҫҫӗ: «Кун каҫалла сулӑнчӗ — пирӗнпе пӗрле юл». Вӑл вӗсемпе юлма килӗшет. Вӗсем апат ҫиме ларсан, палламан ҫын кӗлтӑвать те ҫӑкӑра хуҫа-хуҫа вӗсене парать. Вара вӗсем ӑна палласа илеҫҫӗ, анчах вӑл курӑнми пулать (Лука 24:29—31). Халӗ вӗсем Иисус чӗрӗ пулнине чӑнах та пӗлеҫҫӗ!

Икӗ вӗренекен пӗр-пӗринпе ҫакна хавхалануллӑн сӳтсе яваҫҫӗ: «Вӑл пирӗнпе ҫул ҫинче калаҫса килнӗ чухне, Ҫырури сӑмахсене ӑнлантара-ӑнлантара каланӑ чухне пирӗн чӗре темӗн пекех савӑнмарӗ-и вара?» (Лука 24:32.) Вӗсем Иерусалима васкасах таврӑнаҫҫӗ те унта апостолсемпе ытти вӗренекенсене тупаҫҫӗ. Клеопӑпа унӑн юлташӗ мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пама ӗлкӗриччен ыттисем: «Ҫӳлхуҫа чӑнах та чӗрӗлсе тӑнӑ, Симона курӑннӑ»,— тенине илтеҫҫӗ (Лука 24:34). Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем хӑйсене Иисус мӗнле курӑнни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Ҫапла, вӗсем пурте Иисуса курнӑ!

Акӑ ӗнтӗ, темле тӗлӗнмелле япала пулса иртет — вӗренекенсем пухӑннӑ пӳлӗмре Иисус тухса тӑрать! Кун пекки пулма пултараймасть пек, мӗншӗн тесен вӗсем иудейсенчен хӑранипе алӑксене питӗрсе лартнӑ пулнӑ. Ҫав-ҫавах Иисус вӗсем хушшинче тӑрать. Вӑл лӑпкӑн калать: «Канӑҫлӑх пултӑр сире». Анчах вӗренекенсем хӑраса ӳкеҫҫӗ. Пӗррехинче пулнӑ пекех, вӗсем «куҫа темле сывлӑш курӑнать пулӗ» тесе шухӑшлаҫҫӗ (Лука 24:36, 37, ҪХ; Матфей 14:25—27, ҪХ).

Куҫа курӑннӑ темле сывлӑш пулманнине кӑтартса парас тесе Иисус калать: «Мӗншӗн хӑратӑр, мӗншӗн-ха сирӗн чӗрӗре ҫакнашкал шухӑшсем кӗреҫҫӗ? Манӑн алӑсене, Манӑн урасене пӑхӑр-ха; ку — Эпӗ Хамах; Мана хыпаласа пӑхӑр: куратӑр-и — Ман ӳт те, шӑмӑ та пур, сывлӑшӑн ҫавӑ ҫук» (Лука 24:36—39). Вӗренекенсем хӗпӗртесе ӳкеҫҫӗ тата тӗлӗнсе каяҫҫӗ, анчах та вӗсене ҫакна ӗненме пурпӗр йывӑр.

Вӗсен пӗр иккӗленӳ те тӑрса ан юлтӑр тесе Иисус ыйтать: «Сирӗн кунта мӗн те пулин ҫимелли пур-и?» Ӑна ӑшаланӑ пулӑ татӑкне параҫҫӗ, вара вӑл ӑна ҫиет. Унтан Иисус калать: «Эпӗ сире хӑвӑрпа пӗрле чухнех [хам виличчен] Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксенӗн кӗнекисенче тата псаломсенче ҫырни пӗтӗмпе вырӑна килмелле тесе калани акӑ ҫакӑ ӗнтӗ» (Лука 24:41—44).

Кӑшт маларах Иисус Клеопӑпа унӑн юлташне Ҫырӑва ӑнланма пулӑшнӑ, халӗ вара вӑл унта пухӑннисене пурне те ҫавнах тума пулӑшать. Вӑл калать: «Ҫырнӑ пек, Христос ҫапла асапланса вилмеллеччӗ, виҫҫӗмӗш кунне вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑмаллаччӗ, ӗнтӗ Ун ячӗпе ӳкӗнесси ҫинчен, ҫылӑх каҫарӑнасси ҫинчен Иерусалимрен пуҫласа пур халӑхсене те вӗрентсе ҫӳремелле. Эсир ҫавна куракансем пултӑр» (Лука 24:46—48, ҪС).

Темле сӑлтава пула ҫав тӗлпулура Фома апостол пулман. Темиҫе кунран ыттисем ӑна савӑнӑҫлӑн: «Эпир Ҫӳлхуҫана куртӑмӑр»,— теҫҫӗ. Фома хуравлать: «Пӑталанипе пулнӑ Унӑн аллинчи суранӗсене курмасӑр, пӑталанипе пулнӑ суранӗсене пӳрнемпе тӗкӗнсе пӑхмасӑр, Унӑн аякне аллӑмпа хыпаласа пӑхмасӑр эпӗ ӗненессӗм ҫук» (Иоанн 20:25).

Сакӑр кунран вӗренекенсем каллех пӗр пӳрте пухӑнаҫҫӗ те алӑкӗсене питӗрсе хураҫҫӗ. Ку хутӗнче вара вӗсемпе пӗрле Фома та пур. Иисус этем кӗлеткиллӗ пулса вӗсем умне тухса тӑрать те вӗсене: «Канӑҫлӑх пултӑр сире!» — тесе саламлать. Иисус Фома еннелле ҫаврӑнать те калать: «Пӳрнӳне тӑс-ха кунталла — Манӑн аллӑмсене кур; аллуна тӑс-ха — Ман аякӑма хыпаласа пӑх; ӗненменни ан пул, ӗненекенни пул». Фома: «Ҫӳлхуҫамӑм, Туррӑм!» — тесе кӑшкӑрса ярать (Иоанн 20:26—28). Иисус чӗрӗ пулнӑ пирки халӗ Фоман пӗр иккӗленӳ те ҫук. Ҫавӑн пекех Фома «Туррӑм» тени вӑл Иисус «турӑ» — пӗртен-пӗр чӑн Туррӑн, Иеговӑн, представителӗ — пулнине пӗлтерет.

«Эсӗ Мана курсан тин ӗнентӗн,— калать Иисус,— курмасӑрах ӗненекенсем телейлӗ» (Иоанн 20:29).

  • Пӗр палламан ҫын Эммауса каякан икӗ вӗренекенрен мӗн ҫинчен ыйтать?

  • Мӗншӗн кӗҫех вӗренекенсен чӗрисем савӑнма пуҫлаҫҫӗ?

  • Клеопӑпа унӑн юлташӗ Иерусалима таврӑнсан мӗнле хыпар илтеҫҫӗ тата ҫавӑн хыҫҫӑн мӗн пулса иртет?

  • Фома юлашкинчен Иисус чӗрӗ пулнине мӗнле ӑнланса илет?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр