108-МӖШ СЫПӐК
Иисуса айӑпламалли сӑмах калаттарма май килмест
МАТФЕЙ 22:15—40 МАРК 12:13—34 ЛУКА 20:20—40
КЕСАРӖННЕ КЕСАРЕ
ВИЛӖМРЕН ЧӖРӖЛСЕ ТӐНИСЕМ МӐШӐРЛАНАҪҪӖ-И?
ЧИ АСЛӐ ӲКӖТСЕМ
Иисуса хирӗҫ тӑракан тӗн пуҫлӑхӗсем питӗ кӑмӑлсӑр. Тин кӑна вӑл вӗсен усаллӑхне уҫса паракан тӗслӗхсене каласа панӑ. Фарисейсем ӑна чеелӗхпе тытас тесе канаш тӑваҫҫӗ. Вӗсем Иисуса Рим пуҫлӑхӗн аллине тытса пама май пултӑр тесе ӑна айӑплама сӑлтав паракан сӑмах калаттарма хӑтланаҫҫӗ. Фарисейсем хӑйсен чеелӗхне хӑйсен вӗренекенӗсем пурнӑҫа кӗртчӗр тесе вӗсене укҫа параҫҫӗ (Лука 6:7).
«Вӗрентекен! — калаҫҫӗ вӗсем,— эпир Эсӗ тӗрӗс каланине, тӗрӗс вӗрентнине пӗлетпӗр, Саншӑн пур ҫын та пӗрех, Эсӗ чӑнах та Турӑ ҫулне вӗрентетӗн; пирӗн кесаре куланай парас-и, парас мар-и?» (Лука 20:21, 22.) Иисус вӗсем йӑпӑлтатнипе улталанмасть, мӗншӗн тесен ҫав сӑмахсенче икӗпитлӗхпе чеелӗх палӑрса тӑрать. Вӑл: «Ҫак куланая тӳлеме кирлӗ мар»,— терӗ пулсан, ӑна Рима хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме хӗтӗртекен тесе айӑпланӑ пулӗччӗҫ. Енчен те вӑл: «Ҫапла, тӳлемелле»,— терӗ пулсан, Рим влаҫне килӗштермен халӑх ӑна тӗрӗс мар ӑнланнӑ пулӗччӗ те ӑна хирӗҫ кайнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та Иисус мӗнле хуравлать?
Иисус калать: «Икӗ питлӗскерсем, мӗншӗн сӑнатӑр Мана? Куланай тӳлекен укҫӑра кӑтартӑр-ха Мана». Вӗсем Иисус патне динарий илсе пыраҫҫӗ, вара вӑл ыйтать: «Ку кам сӑнӗ, кам ячӗ?» «Кесарӗн»,— теҫҫӗ лешӗсем. Вара Иисус питӗ чаплӑ канаш парать: «Эппин, кесарӗнне кесаре, Туррӑнне Турра парӑр» (Матфей 22:18—21).
Ҫакна илтсен ҫав ҫынсем Иисусӑн сӑмахӗсенчен питӗ тӗлӗнеҫҫӗ. Ҫак витӗмлӗ сӑмахсене хирӗҫ вӗсем ним калама та пултараймаҫҫӗ, вара ун патӗнчен пӑрахса каяҫҫӗ. Кун вӗҫленмен-ха, Иисуса мӗнле те пулин сӑмах калаттарса айӑпламалли сӑлтав тупас тесе те майсем шырама пӑрахман-ха. Фарисейсен ӗҫӗ ӑнманнине кура Иисус патне тепӗр тӗн ушкӑнӗн пуҫлӑхӗсем пыраҫҫӗ.
Саддукейсем, вилнисем чӗрӗлсе тӑраяс ҫук теекенсем, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрассипе ҫыхӑннӑ ыйту ҫӗклеҫҫӗ. Вӗсем пӗр хӗрарӑма качча илнӗ пӗртӑвансем ҫинчен ыйтаҫҫӗ: «Вӗрентекен! Моисей каланӑ: „кам та пулин ача-пӑчасӑр вилсен, тӑванӗ унӑн арӑмне качча илтӗр, унӑн йӑхне тӑстӑр“ тенӗ; пирӗн ҫичӗ пӗртӑван пурччӗ: асли авланчӗ те ача-пӑчасӑрах вилчӗ, хӑй арӑмне шӑллӗне хӑварчӗ; иккӗмӗшӗ те, виҫҫӗмӗшӗ те — пурте, ҫиччӗмӗшне ҫитичченех, ҫапла пулчӗ; пуринчен кайран арӑмӗ те вилчӗ; вилнисем чӗрӗлсе тӑрсан, вӑл ҫиччӗшӗнчен хӑшӗн арӑмӗ пулӗ-ши? унпа пурте пурӑннӑ-ҫке» (Матфей 22:24—28).
Иисус саддукейсене вӗсем йышӑнакан Моисейӑн ҫырӑвӗсем тӑрӑх хуравлать: «Эсир Ҫырӑва та, Турӑ хӑватне те пӗлменнипе аташатӑр-ши? Чӗрӗлсе тӑнисем авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ, тӳпери ангелсем пек пулӗҫ. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен Моисей кӗнекинче, ҫунакан тӗм ҫинчен каланӑ тӗлте Турӑ ӑна мӗн каланине — „Эпӗ Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри“ тенине — вуламан-им эсир? Турӑ Вӑл — вилнисен Турри мар, чӗррисенӗн Турри. Ҫапла ӗнтӗ эсир питӗ аташатӑр» (Марк 12:24—27; Тухни 3:1—6). Иисус мӗнле хуравланине илтекенсем пурте питӗ тӗлӗнеҫҫӗ.
Иисус фарисейсене те, саддукейсене те чӗнейми тӑвать, ҫавӑнпа та халӗ ӑна хирӗҫ тӑракан ҫав тӗн пуҫлӑхӗсем ӑна татах тӗрӗслес тесе пӗрлешеҫҫӗ. Пӗр кӗнекеҫӗ ыйтать: «Вӗрентекен! саккунра чи аслӑ ӳкӗт хӑшӗ?» (Матфей 22:36.)
Иисус хуравлать: «Пур ӳкӗтрен те чи асли ҫакӑ: „эй Израиль, итле! Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр,— пӗртен-пӗр Ҫӳлхуҫамӑр; хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат“ — ҫакӑ чи аслӑ ӳкӗт! Иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: „ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“. Ҫаксенчен аслӑрах ӳкӗт ҫук» (Марк 12:29—31).
Ҫавӑн пек хуравланине илтсен кӗнекеҫӗ калать: «Ҫапла ҫав, Вӗрентекен! Турӑ пӗртен-пӗрре анчах, Унсӑр пуҫне урӑххи ҫук тесе Эсӗ чӑннине каларӑн; Ӑна пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм ӑстӑнпа, пӗтӗм чунпа, пӗтӗм вӑй-халпа юратни тата ҫывӑх ҫынна хӑвна ху юратнӑ пек юратни пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ пур парнерен те, ытти парнесенчен те пахарах». Кӗнекеҫӗ ӑслӑ хуравланине курсан, Иисус ӑна ҫапла калать: «Эсӗ Турӑ Патшалӑхӗнчен инҫех те мар» (Марк 12:32—34).
Виҫӗ кун хушши ӗнтӗ (нисанӑн 9-мӗшӗнче, 10-мӗшӗнче тата 11-мӗшӗнче) Иисус храмра вӗрентет. Хӑш-пӗр ҫынсем, сӑмахран, ҫав кӗнекеҫӗ те, ӑна хаваспах итлеҫҫӗ. Анчах та халӗ унран «нимӗн ҫинчен те ыйтма хӑяйман» тӗн пуҫлӑхӗсем пирки апла калаймӑн.