97-МӖШ СЫПӐК
Иҫӗм пахчинче ӗҫлекенсем ҫинчен калакан тӗслӗх
ИҪӖМ ПАХЧИНЧЕ ӖҪЛЕКЕНСЕНЧЕН «КАЙРИСЕМ» «МАЛТИСЕМ» ПУЛСА ТӐРАҪҪӖ
Иисус халӗ те Перейӑра. Вӑл хӑйне итлесе тӑракансене «малтисем чылайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем чылайӑшӗ малта пулӗҫ» тесе тин кӑна каланӑ (Матфей 19:30). Ҫак шухӑша вӑл иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлекенсем ҫинчен калакан тӗслӗхпе палӑртать.
«Ҫӳлти Патшалӑх вӑл ҫурт хуҫи евӗрлӗ,— каласа парать Иисус,— ҫав хуҫа хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчинче ӗҫлеттермешкӗн ирхине ирех ҫын тара тытма тухнӑ; кунне пӗрер динари тӳлеме калаҫса татӑлса, вӑл тара кӗрӗшекенсене хӑй пахчине ӗҫлеме янӑ; виҫҫӗмӗш сехетре тухса, вӑл суту-илӳ тӑвакан ҫӗрте ӗҫсӗр тӑракан урӑх ҫынсене курнӑ та вӗсене те каланӑ: „эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр, мӗн тивӗҫлине парӑп сире“ тенӗ. Лешӗсем кайнӑ. Вӑл, улттӑмӗш тата тӑххӑрмӗш сехет тӗлӗнче тухса, каллех ҫапла тунӑ. Юлашкинчен вӑл вунпӗрмӗш сехет тӗлнелле тухнӑ та ӗҫсӗр тӑракан тата урӑх ҫынсене курса вӗсене ҫапла калать: „мӗскер эсир кунта кунӗпех ӗҫсӗр тӑратӑр?“ тет. Вӗсем ӑна: „пире никам та тара тытакан пулмарӗ“ теҫҫӗ. Хуҫа калать вӗсене: „эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине кайӑр“» (Матфей 20:1—7).
Иисуса итлекен ҫынсем «Ҫӳлти Патшалӑх» тата «хуҫа» текен сӑмахсене илтсен, Иегова Турӑ ҫинчен шутлама пултарнӑ. Сӑваплӑ Ҫыру Иеговӑна иҫӗм пахчийӗн — Израиль халӑхне сӑнарласа паракан иҫӗм пахчийӗн — хуҫи пек кӑтартса парать (Псалом 79:9, 10; Исаия 5:3, 4). Саккун килӗшӗвӗнче тӑракан ҫынсем иҫӗм пахчинче ӗҫлекенсене сӑнласа параҫҫӗ. Анчах та Иисусӑн тӗслӗхӗ ӗлӗкхипе ҫыхӑнман. Кунта Иисус пурӑннӑ вӑхӑтри лару-тӑру ҫинчен сӑмах пырать.
Тӗн пуҫлӑхӗсем, калӑпӑр, фарисейсем — нумаях пулмасть Иисуса тӗрӗслес тесе мӑшӑрсем уйрӑласси пирки ыйту панӑскерсем — Турӑшӑн тахҫантанпах ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ. Вӗсем кунӗпе ӗҫлекенсем евӗрлӗ тата хӑйсене тивӗҫлине, пӗр динарий, парасса кӗтеҫҫӗ.
Ҫав ушкӑна кӗрекен священниксем тата ытти тӗн пуҫлӑхӗсем ахаль иудейсем — Туррӑн иҫӗм пахчинче кунӗпе ӗҫлемен ҫынсем пекех — Турӑшӑн сахал вӑхӑт хушши ӗҫлеҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Иисусӑн тӗслӗхӗнче вӗсене «виҫҫӗмӗш сехетре» (ирхи 9 сехет тӗлнелле) е каярахпа — улттӑмӗш, тӑххӑрмӗш, юлашкинчен вара вунпӗрмӗш сехетре (кӑнтӑрла иртнӗ 5 сехет тӗлнелле) — тара тытнӑ ҫынсемпе сӑнласа панӑ.
Иисус хыҫҫӑн ҫӳрекен ҫынсене «ылханлӑ халӑх» вырӑнне хураҫҫӗ (Иоанн 7:49, ҪХ). Хӑйсен пурнӑҫӗн ытларах пайне вӗсем пулӑ тытса е ытти ӗҫсене туса ирттернӗ. Анчах ҫав ахаль ҫынсем Христосӑн вӗренекенӗсем пулса Турӑшӑн ӗҫлеччӗр тесе пирӗн эрӑри 29 ҫулхи кӗркунне «пахча хуҫи» вӗсене чӗнме Иисуса янӑ. Иисус «кайрисем» тенипе ҫавсем пирки каланӑ. Вӗсем иҫӗм пахчинче вунпӗрмӗш сехетрен ӗҫлеме пуҫланӑ.
Иисус хӑйӗн тӗслӗхне вӗҫленӗ чухне ӗҫ кунӗн вӗҫӗнче мӗн пулса иртнине каласа парать: «Каҫ пулсассӑн пахча хуҫи хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана ҫапла калать: „ӗҫлекенсене чӗнсе ил те кайранхисенчен пуҫласа малтанхисене ҫитичченех тӳлесе тух“ тет. Вунпӗрмӗш сехет тӗлнелле пынисем пӗрер динари илнӗ. Ӗнтӗ малтан пынисем: „эпир ытларах илӗпӗр-ха“ тесе шухӑшласа тӑнӑ; анчах вӗсем те пӗрер динари илнӗ; илсессӗн вӗсем хуҫине ӳпкеле пуҫланӑ: „кусем, кайран килнисем, пӗр сехет ҫеҫ ӗҫлерӗҫ, эпир яра куна ӗҫлерӗмӗр, шӑрӑха тӳсрӗмӗр, эсӗ вӗсене пирӗнпе пӗре хутӑн“ тенӗ. Хуҫи вара вӗсенчен пӗрне ҫапла хуравласа каланӑ: „тусӑм, эпӗ сана кӳрентерместӗп-ҫке — сана пӗр динари тӳлемелле калаҫса татӑлманччӗ-и-ха эпир? хӑвна тивӗҫлине ил те кай; эпӗ ҫак кайран килнине те сана панӑ чухлех парас тетӗп. Хамӑн пурлӑхӑмпа мӗн тӑвас тенине тума ирӗк ҫук-им манӑн? е санӑн куҫу эпӗ ыррине кура ӗмӗтсӗрленет-и?“ тенӗ. Ҫапла ӗнтӗ кайрисем малта, малтисем кайра пулӗҫ» (Матфей 20:8—16).
Иисус каласа панӑ тӗслӗхӗн юлашки пайӗ пирки вӗренекенӗсен, тен, ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ. Иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем, хӑйсем пирки «малтанхисем» тесе шутлакансем, мӗнле майпа-ха «кайрисем» пулса тӑрӗҫ? Иисусӑн вӗренекенӗсем мӗнле майпа «малтанхисем» пулса тӑрӗҫ?
Иисусӑн вӗренекенӗсем — вӗсене фарисейсем тата ыттисем «кайрисем» вырӑнне хураҫҫӗ — ӗҫ укҫине туллин илес тӗлӗшрен «малтисем» пулӗҫ. Иисус вилсен, ҫӗр ҫинчи Иерусалима сирсе ярӗҫ, вара Турӑ ҫӗнӗ халӑх, «Турӑ Израильне», суйласа илӗ (Галати 6:16; Матфей 23:38). Шыва кӗртекен Иоанн пуласлӑхра святой сывлӑшпа тӗне кӗртесси ҫинчен каланӑ чухне шӑп ҫав халӑх пирки каланӑ та. «Кайрисем» шутне кӗрекенсем ҫавӑн пек тӗне кӗрес тӗлӗшрен тата «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех» Иисусӑн свидетелӗсем пулас тӗлӗшрен малтанхисем пулӗҫ (Апостолсен ӗҫӗсем 1:5, 8; Матфей 3:11). Вӗренекенсем Иисус мӗнле пысӑк улшӑну пуласси ҫинчен каланине хӑш-пӗр енчен ӑнланаҫҫӗ пулас. Апла пулсан, ҫакӑ тӗн пуҫлӑхӗсен, «кайрисем» пулса тӑнӑскерсен, кӑмӑлне хуҫма пултарнине вӗсем ӑнкарса илме пултараҫҫӗ пулмалла.