Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 94 сыпӑк, 220 с.—221 с., 3 абз.
  • Кӗлтуни тата кӗҫӗне хуни питӗ кирлӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Кӗлтуни тата кӗҫӗне хуни питӗ кирлӗ
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Мухтанни тӗрӗс-и?
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 94 сыпӑк, 220 с.—221 с., 3 абз.
Фарисейпа куланай пухакан кӗлтӑваҫҫӗ

94-МӖШ СЫПӐК

Кӗлтуни тата кӗҫӗне хуни питӗ кирлӗ

ЛУКА 18:1—14

  • ҪИНЕ ТӐРАКАН ТӐЛӐХ АРӐМ

  • ФАРИСЕЙ ТАТА КУЛАНАЙ ПУХАКАН

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫине тӑрса кӗлтумалли ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе панӑ ӗнтӗ (Лука 11:5—13). Халӗ вӑл Самарире е Галилейӑра пулас. Вӑл каллех пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтума кирли ҫинчен калать. Ҫакна вӑл тепӗр тӗслӗхпе кӑтартса парать.

Тӑлӑх арӑм судьяна хӑйӗн ӗҫне татса пама йӑлӑнать

«Пӗр хулара,— калать вӑл,— Турӑран та хӑраман, ҫынран та вӑтанман тӳре [е судья] пулнӑ. Ҫав хуларах тата пӗр тӑлӑх арӑм пулнӑ; вӑл тӳре патне пыра-пыра: „мана хампа тавлӑ ҫынран хӳтӗлесем“ тесе йӑлӑннӑ. Лешӗ чылайччен ӳкӗте кӗмен. Юлашкинчен хӑй ӑшӗнче шутласа илнӗ: „эпӗ Турӑран та хӑрамастӑп, ҫынран та вӑтанмастӑп пулин те, ку тӑлӑх арӑм канӑҫ памасть мана, хӳтӗлес ӑна — урӑх кунта килсе мана йӑлӑхтарса ан ҫӳретӗр“ тенӗ» (Лука 18:2—5).

Ҫак тӗслӗхе Иисус акӑ ҫапла ӑнлантарса парать: «Илтетӗр-и, ҫав тӳрӗ мар тӳре мӗн калать? Турӑ Хӑйӗн суйланӑ ҫыннисене, кунӗн-ҫӗрӗн Хӑйне йӑлӑнакансене, васкасах хӑтармасан та, хӑтармасӑр хӑварӗ-и вара?» (Лука 18:6, 7.) Ҫакӑнпа Иисус хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен мӗн каласшӑн?

Паллах ӗнтӗ, Иисус ҫакӑнпа Иегова Турӑ хӑш енчен те пулин тӳрӗ мар судья евӗрлӗ тесе каласшӑн мар. Енчен те тӳрӗ мар судьяна ҫине тӑрса йӑлӑнсан, вӑл ҫавӑн ҫине хуравлать пулсан, ҫакна Турӑ тата ытларах тӑвӗ. Вӑл тӳрӗ те ырӑ, ҫавӑнпа хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтуса тӑни ҫине хуравлатех. Ҫакӑ Иисус малалла каланӑ сӑмахсенчен курӑнать: «Калатӑп сире: Вӑл часах вӗсен хутне кӗрӗ» (Лука 18:8).

Чухӑнсемпе тата ахаль ҫынсемпе час-часах тӗрӗс мар тытаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах ятлӑ-сумлӑ та пуян ҫынсене хисеп тӑваҫҫӗ. Анчах Турӑ хӑйне пачах урӑхла тытать. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче хута кӗрӗ те усаллисене наказани парӗ, унӑн ӗҫлекенӗсем вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗҫ.

Ҫав тӑлӑх арӑм ӗненнӗ пек кам ӗненет? Турӑ часах хӑйсен хутне кӗрессе ҫынсенчен нумайӑшӗ шанать-и? Тин кӑна Иисус ҫине тӑрса кӗлтумаллине кӑтартса пачӗ. Халӗ вара вӑл кӗлӗн хӑват пуррине ӗненни пирки ыйту парать: «Этем Ывӑлӗ килсен, ҫӗр ҫинче ӗненӳ тупайӗ-и?» (Лука 18:8.) Ҫак сӑмахсем Христос килнӗ чухне ҫавӑн пек ӗненӳ, тен, пурин те пулмӗ тенине пӗлтереҫҫӗ.

Иисуса итлекен ҫынсем хушшинче хӑйсем пирки тӗрӗс ӗненетпӗр тесе шутлакансем те пур. Вӗсем хӑйсем пирки тӳрӗ ҫынсем тесе шутлаҫҫӗ тата ыттисем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсене Иисус пӗр тӗслӗх каласа парать.

Вӑл калать: «Икӗ ҫын Турӑ Ҫуртне кӗлтума кӗнӗ, пӗри фарисей, тепӗри куланай пухакан пулнӑ. Фарисейӗ кӗлтума тӑрсан хӑй ӑшӗнче ҫапла каласа кӗлтунӑ: „эй Турӑ! тав тӑватӑп Сана: эпӗ ытти ҫынсем пек ҫаратаканскер, хур тӑваканскер, аскӑнланса ҫӳрекенскер мар, ҫакӑ куланай пухакан пек те мар: эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, мӗнпур ӗҫлесе тунинчен вуннӑмӗш пайне Турра паратӑп“» (Лука 18:10—12).

Фарисейсене хӑйсене пурин умӗнче те тӳрӗ ҫынсем пек кӑтартма юратакансем пек пӗлеҫҫӗ. Ҫакна вӗсем ыттисене тӗлӗнтерес тесе тӑваҫҫӗ. Вӗсем кашни тунтикунпа кӗҫнерникун типӗ тытаҫҫӗ. Ҫав кунсем — пасар кунӗсем, ҫавӑнпа ун чухне вӗсене нумай ҫын курма пултарать. Унсӑр пуҫне, вӗсем пӗчӗк ӳсентӑрансенчен те вуннӑмӗш пайне тӗплӗн тӳлесе тӑраҫҫӗ (Лука 11:42). Темиҫе уйӑх каялла вӗсем ахаль халӑхран йӗрӗннине кӑтартса ҫапла каланӑ: «Ку халӑх [фарисейсен шучӗпе] саккуна пачах та пӗлмест, ылханлӑ вӑл» (Иоанн 7:49).

Иисус хӑйӗн тӗслӗхне малалла каласа парать: «Куланай пухаканӗ вара, айккинче тӑраканскер, куҫне уҫса ҫӳлелле пӑхма та хӑяйман; хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапа-ҫапа: „эй Турӑҫӑм! хӗрхенсем мана, ҫылӑхлӑскере“ тесе тӑнӑ. Калатӑп сире: вӑл ӗнтӗ килне фарисейрен ытларах тӳрре тухса таврӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн кирек кам та хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ, хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ» (Лука 18:13, 14).

Ҫапла майпа Иисус хамӑра кӗҫӗне хума кирлине питӗ лайӑх кӑтартса парать. Ҫак канаш унӑн вӗренекенӗсемшӗн питӗ усӑллӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫуралса ӳснӗ обществӑра мӑнкӑмӑллӑ та икӗпитлӗ фарисейсем ҫын мӗнле вырӑн йышӑннине ытлашши пысӑка хураҫҫӗ. Иисусӑн вӗренекенӗсен пурин те ҫак канаша тимлемелле.

  • Тӑлӑх арӑм йӑлӑнса ыйтни ҫине хурав паракан тӳрӗ мар судья ҫинчен калакан тӗслӗхпе усӑ курса Иисус мӗнле шухӑша палӑртать?

  • Иисус килсен мӗнле ӗненӳ шырӗ?

  • Фарисейсен мӗнле шухӑш-кӑмӑлӗнчен Иисусӑн вӗренекенӗсен сыхланмалла?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр