79-МӖШ СЫПӐК
Камсем пирки пӗтеҫҫӗ тенӗ?
ИИСУС ПУЛСА ИРТНӖ ИКӖ ИНКЕКПЕ УСӐ КУРСА ӐСА ВӖРЕНТЕТ
ИИСУС ПӖКӖРӖЛСЕ ЛАРНӐ ХӖРАРӐМА ШӐМАТКУН СЫВАТАТЬ
Ҫынсем хӑйсемпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусем мӗнлерех пулнине ӑнланса илме пултарччӑр тесе Иисус тӗрлӗ майсемпе усӑ курать. Ҫавнах вӑл тепрехинче, пӗр фарисейӑн ҫурчӗ патӗнче пухӑннӑ халӑхпа калаҫнӑ хыҫҫӑн тӑвать.
Хӑш-пӗрисем ӑна пӗр инкек ҫинчен: «Галилея ҫыннисем ҫинчен — Пилат вӗсенӗн юнне хӑйсем парне кӳме илсе килнӗ выльӑхсен юнӗпе хутӑштарни ҫинчен» каласа кӑтартаҫҫӗ (Лука 13:1). Кунта сӑмах мӗн ҫинчен пырать?
Пилат Иерусалима шыв кӗртмелли акведука тума храмра укҫа-тенкӗ упрамалли вырӑнтан укҫа илсен, пин-пин иудей ҫакӑнпа килӗшменнине кӑтартас тесе пӗрле пухӑннӑ чухне ҫав Галилея ҫыннисене вӗлернӗ пулмалла. Пилат ҫав укҫана храмра ӗҫлекен ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ирӗк панипе илнӗ курӑнать. Ҫак инкек ҫинчен каласа паракансем Галилея ҫыннисем хӑйсен усал ӗҫӗсемшӗн хӗн курнӑ тесе шутлаҫҫӗ пулмалла. Иисус ҫакӑнпа килӗшмест.
Вӑл ыйтать: «Ҫав Галилея ҫыннисем ҫапла асапланса вилнӗрен вӗсем Галилейӑри ытти ҫынсенчен пуринчен те ҫылӑхлӑрах пулнӑ пулӗ тесе шухӑшлатӑр-и эсир?» Вӑл: «Ҫук»,— тесе хуравлать. Анчах Иисус ҫак тӗслӗхпе усӑ курса иудейсене ҫапла асӑрхаттарать: «Ӳкӗнмесессӗн пурсӑр та ҫаплах пӗтетӗр» (Лука 13:2, 3). Унтан вӑл тепӗр инкек ҫинчен каласа парать — тен, ҫак инкек нумаях пулмасть ҫав акведука тунӑ чухнех пулса иртнӗ.
«Эсир хайхи Силоам пашни ишӗлсе анса вӗлернӗ вунсакӑр ҫын Иерусалимра пурӑнакан ытти ҫынсенчен айӑплӑрах пулнӑ пулӗ тесе шухӑшлатӑр-и?» — тесе ыйтать Иисус (Лука 13:4). Халӑх ҫав ҫынсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн вилнӗ тесе шутлать пулмалла. Иисус кунпа та килӗшмест. Вӑл ҫавӑн пек инкексем «вӑхӑтран, ӑнсӑртран» килнине пӗлет (Екклесиаст 9:11). Анчах та ҫынсен ҫак пулса иртнӗ ӗҫрен ӑса вӗренмелле. «Ӳкӗнмесессӗн пурсӑр та ҫаплах пӗтетӗр»,— тесе калать Иисус (Лука 13:5). Анчах мӗншӗн вӑл вӗсене халӗ ҫавӑн пек асӑрхаттарать?
Унӑн сӑваплӑ ӗҫӗ вӗҫленсе пырать. Ҫавна вӑл акӑ мӗнле ӑнлантарса парать: «Пӗр ҫыннӑн хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчине лартнӑ смоква йывӑҫӗ пулнӑ; вӑл ун ҫимӗҫне шырама пынӑ, анчах тупайман; вара пахчаҫӑна каланӑ: „акӑ эпӗ ку смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне шырама виҫҫӗмӗш ҫул килетӗп ӗнтӗ, анчах тупаймастӑп; касса пӑрах ӑна: мӗн вӑл ахалех ҫӗр йышӑнса ларать?“ тенӗ. Лешӗ ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: „хуҫамӑм! кӑҫаллӑха та хӑварсам ӑна — эпӗ ун тавра кӑпкалатса, тислӗк хурса пӑхам — ҫитес ҫул ҫимӗҫӗ пулмӗ-и; пулмасан вара касса пӑрахӑн“» (Лука 13:6—9).
Виҫӗ ҫул ытла ӗнтӗ Иисус иудейсенче ӗненӳ аталантарас тесе тӑрӑшать. Анчах та сахалӑшӗ кӑна унӑн вӗренекенӗсем пулса тӑраҫҫӗ, вӗсене вара унӑн ӗҫӗн ҫимӗҫӗ теме пулать. Халӗ унӑн сӑваплӑ ӗҫӗн тӑваттӑмӗш ҫулӗ пырать. Иисус тата ытларах вӑй хурать. Вӑл Иудейӑра тата Перейӑра ырӑ хыпар сарнипе тата ҫынсене вӗрентнипе Иудей халӑхӗ, сӑнарлӑ смоква, тавра кӑпкалатать тата тислӗк хурать теме пулать. Ҫакӑ мӗн парать? Иудейсенчен сахалӑшӗ кӑна хыпара йышӑнать. Халӑх, пӗтӗмӗшле илсен, ӳкӗнесшӗн мар, ҫавӑнпа вӑл пӗтӗ.
Кӗҫех нумайӑшӗ итлесшӗн пулманни каллех палӑрма пуҫлать. Шӑматкун Иисус синагогӑра вӗрентет. Унта вӑл пӗкӗрӗлсе аннӑ хӗрарӑма курать. Ӑна 18 ҫул хушши демон асаплантарать. Иисус хӗрхеннипе ӑна калать: «Хӗрарӑм! эсӗ чирӗнтен хӑтӑлатӑн» (Лука 13:12). Иисус ун ҫине аллине хурать, вара лешӗ ҫав самантрах тӳрленсе тӑрать те Турра мухтама пуҫлать.
Синагога пуҫлӑхӗ ҫилленсе калать: «Ултӑ кун пур, мӗн тӑвассине ҫав кунсенче тӑвас пулать; чиртен сывалмашкӑн ҫав кунсенче килӗр, шӑматкун ан килӗр» (Лука 13:14). Ҫав пуҫлӑх Иисус чиртен сыватма пултараймасть тесе каламасть. Ун вырӑнне вӑл халӑха шӑматкун сипленме килнӗшӗн айӑплать! Иисус хуравланӑ чухне ҫакӑн пек витӗмлӗ сӑлтав илсе парать: «Эй икӗ питлӗскер! эсир кашниех хӑйӗн вӑкӑрне е ашакне шӑматкун сырӑш ҫумӗнчен салтса илсе шӑварма ҫавӑтса каймастӑр-и вара? Ҫак Авраам хӗрне, вунсакӑр ҫул хушши шуйттан ҫыхса тӑраканскере, ҫав ҫыхӑран шӑматкун хӑтармалла марччӗ-и?» (Лука 13:15, 16.)
Иисуса хирӗҫ тӑракансем пурте намӑсланаҫҫӗ, халӑх вара вӑл тӑвакан мухтавлӑ ӗҫсемшӗн савӑнать. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус Патшалӑх ҫинчен калакан икӗ пророкла тӗслӗх илсе парать. Унччен вӑл ҫав тӗслӗхсене Галилейӑра халӑха кимӗ ҫинчен вӗрентнӗ чухне каласа панӑ. Халӗ вара вӗсене Иудейӑра тепӗр хут каласа парать (Матфей 13:31—33; Лука 13:18—21).