73-МӖШ СЫПӐК
Самари ҫынни чӑннипе ҫывӑх ҫын пулнине кӑтартать
ӖМӖРЛӖХ ПУРНӐҪ ИЛЕС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?
ЫРӐ САМАРИ ҪЫННИ
Иисус халӗ те Иерусалим ҫывӑхӗнче. Ун патне иудейсем пыраҫҫӗ. Пӗрисем унран вӗренесшӗн, теприсем ӑна тӗрӗслесшӗн. Пӗр ҫын, Саккуна лайӑх пӗлекенскер, ыйту парать: «Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тӑвас манӑн?» (Лука 10:25.)
Иисус ҫав ҫын ахальтен мар ыйту панине ӑнкарса илет. Тен, вӑл Иисуса хурав панӑ чухне иудейсене кӳрентерекен сӑмахсем калаттарасшӑн тӑрӑшать. Иисус ҫав ҫыннӑн пуҫӗнче ҫирӗпленсе ларнӑ шухӑш пуррине ӑнланать. Ҫавӑнпа Иисус, лару-тӑрӑва шута илсе, ҫав ҫынна хӑй мӗн шутланине хӑйне каласа пама хавхалантарать.
Иисус ыйтать: «Саккунра мӗн ҫырнӑ? епле вулатӑн эсӗ?» Ҫав ҫын Туррӑн Саккунне тӗпчет, ҫавӑнпа хуравланӑ чухне ҫавӑн тӑрӑх хуравлать. Вӑл Саккуна астутарни 6:5 тата Левит 19:18 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсене илсе парса ҫапла калать: «Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм хӑватупа, пӗтӗм ӑсупа юрат; тата ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» (Лука 10:26, 27). Ҫавӑн пек хурав тӗрӗс-и?
Иисус ҫав ҫынна калать: «Тӗрӗс каларӑн эсӗ; ҫапла ту, вара ӗмӗрех пурӑнӑн». Анчах калаҫу ҫакӑнпа вӗҫленмест. Ҫав ҫын хӑйӗн ыйтӑвӗ ҫине хурав илесшӗн ҫеҫ мар, вӑл «хӑйне тӳрре кӑларасшӑн». Вӑл хӑйӗн шухӑшӗ тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе парасшӑн: вӑл хӑйне ыттисемпе кирлӗ пек тытать тесе каласшӑн. Ҫавӑнпа вӑл ыйтать: «Ман ҫывӑх ҫыннӑм кам?» (Лука 10:28, 29.) Ҫак ыйту ҫӑмӑл пек курӑнать. Анчах та ҫак ыйтура тӳррӗн палӑрман тарӑн шухӑш пур.
Иудейсен шучӗпе иудаизмри йӑласене тытса тӑракана кӑна «ҫывӑх ҫын» теме юрать. Левит 19:18-мӗшӗ те ҫав шухӑша ҫирӗплетсе парать пек туйӑнма пултарать. Иудейсем ют халӑх ҫыннисемпе «хутшӑнма... юрамасть» тесе шутлаҫҫӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 10:28, ҪХ). Эппин, ҫав ҫын та, тен, Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем те ытти иудейсемпе ырӑ пулсан, эпир тӳрӗ ҫынсем шутланатпӑр тесе шутлаҫҫӗ. Ытти халӑх ҫыннисемпе вӗсем ырӑ кӑмӑллӑ пулмасан та пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем чӑннипе ҫывӑх ҫынсем мар.
Ҫав ҫыннӑн тата ытти иудейсен шухӑшне тӳрлетес тесе тата ҫавна никама кӳрентермесӗр тӑвас тесе мӗн тума пулать? Иисус пӗр истори каласа парать: «Пӗр ҫын Иерусалимран Иерихона кайма тухнӑ; вӑл вӑрӑ-хурахсене тӗл пулнӑ; лешӗсем ун ҫинчен тумтирне сӳсе илнӗ, хӑйне суранлантарса пӗтерсе, вилес патнех ҫитерсе пӑрахса хӑварнӑ. Ӑнсӑртран ҫав ҫулпа пӗр священник иртсе пынӑ; вӑл ӑна курсах иртсе кайнӑ. Ҫавӑн пекех левит та ҫав тӗлтен иртсе пынӑ чухне пырса пӑхнӑ та иртсе кайнӑ. Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни иртсе пынӑ, суранланнӑ ҫын тӗлне ҫитсессӗн, ӑна курсассӑн, вӑл ӑна хӗрхеннӗ» (Лука 10:30—33).
Иисус каласа паракан историе итлекен ҫын храмра ӗҫлекен священниксемпе левитсем нумайӑшӗ Иерихонра пурӑннине пӗлет паллах. Вӗсен Иерусалимран Иерихона таврӑннӑ чухне 23 ҫухрӑма яхӑн утмалла. Ҫав ҫул ҫинче хӑрушӑ пулма пултарнӑ, мӗншӗн тесен унта вӑрӑ-хурахсем пытанса ларма пултарнӑ. Священник, тепӗртакран левит та пӗр иудей инкеке лекнине кураҫҫӗ. Вӗсен ӑна пулӑшмалла мар-и вара? Иисус вӗсем ҫавна тумаҫҫӗ тесе калать. Самари ҫынни — иудейсем йӗрӗнсе пӑхакан халӑх ҫынни — инкеке лекнӗ ҫынна пулӑшать (Иоанн 8:48).
Самари ҫынни аманса пӗтнӗ иудея мӗнле пулӑшнӑ? Иисус малалла каласа парать: «Ун патне пырса суранӗсене эрехпе ҫу сӗрсе ҫыхнӑ та ӑна хӑй ашакӗ ҫине лартса хӑна килне илсе ҫитернӗ; унта та тӑрӑшнӑ уншӑн; тепӗр кунне, унтан кайнӑ чухне, вӑл хӑна килӗ хуҫине икӗ динари кӑларса панӑ та: „тӑрӑш-ха уншӑн; ку укҫаран ытла пӗтерсен, эпӗ каялла таврӑннӑ чухне сана тата тӳлӗп“ тенӗ» (Лука 10:34, 35).
Ҫак историе каласа панӑ хыҫҫӑн Аслӑ Вӗрентекен ыйтать: «Ӗнтӗ вӑрӑ-хурахсене тӗл пулнӑ ҫыншӑн ҫав виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ ҫывӑххи пулнӑ тесе шухӑшлатӑн эсӗ?» Тен, ҫав ҫыннӑн «Самари ҫынни» тесе калас килмест, ҫавӑнпа вӑл ҫапла хуравлать: «Ӑна хӗрхенсе ырӑ тунӑскерӗ». Иисус ҫак историе мӗншӗн каласа панине палӑртса ҫапла ӳкӗтлет: «Кай та эсӗ те ҫапла ту» (Лука 10:36, 37).
Иисус питӗ чаплӑ вӗрентет! Вӑл ытти халӑх ҫыннисем те ҫав ҫыншӑн ҫывӑх ҫынсем пулаҫҫӗ тесе каланӑ пулсан, ҫав ҫын тата ытти иудейсем ӑна итленӗ пулӗччӗҫ-ши? Ҫук пуль. Анчах та ҫак ахаль историе каласа панине пула тата унта Иисуса итлекенсем пӗлекен япаласем ҫинчен асӑннине пула: «Ман ҫывӑх ҫыннӑм кам? — текен ыйтӑвӑн хуравӗ уҫӑмлӑ пулса тӑрать. Ҫывӑх ҫын вӑл — юрату кӑтартакан тата ырӑ тӑвакан ҫын. Сӑваплӑ Ҫыру та пире ҫав лайӑх енсене кӑтартма ӳкӗтлет.