Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • jy 58 сыпӑк, 140 с.—141 с., 2 абз.
  • Вӑл ҫӑкӑрсен шутне ӳстерет тата кӑвас чусти пирки асӑрхаттарать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Вӑл ҫӑкӑрсен шутне ӳстерет тата кӑвас чусти пирки асӑрхаттарать
  • Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫавнашкал материал
  • Темиҫе ҫӑкӑрпа тата пулӑпа пин-пин ҫынна тӑрантарать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
jy 58 сыпӑк, 140 с.—141 с., 2 абз.
Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем кимӗ ҫинче

58-МӖШ СЫПӐК

Вӑл ҫӑкӑрсен шутне ӳстерет тата кӑвас чусти пирки асӑрхаттарать

МАТФЕЙ 15:32—16:12 МАРК 8:1—21

  • ИИСУС 4 000 АРҪЫННА ТӐРАНТАРАТЬ

  • ФАРИСЕЙСЕН КӐВАС ЧУСТИ ПИРКИ АСӐРХАТТАРАТЬ

Вунхула ҫӗрӗнче, Галилей тинӗсӗн хӗвелтухӑҫ енчи ҫыран патӗнчи вырӑнта, Иисус патне халӑх питӗ нумай пухӑнать. Вӗсем ӑна итлеме тата сывалма килнӗ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем апат тултарнӑ пысӑк карҫинккасем илсе пынӑ.

Пӗр вӑхӑт иртсен Иисус вӗренекенӗсене калать:

— Ҫак халӑха хӗрхенетӗп Эпӗ, вӗсем ӗнтӗ виҫӗ кун хушши Ман патӑмра, вӗсенӗн ҫимелли нимӗн те ҫук. Ҫитермесӗрех килӗсене ярсассӑн, ҫул ҫинче халран кайӗҫ: хӑшӗ-пӗри аякран килнӗ.

Анчах вӗренекенӗсем тӗлӗнсе ыйтаҫҫӗ:

— Кунта пушхирте вӗсене тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан тупмалла, кам тупӗ? (Марк 8:2—4.)

Ҫын Иисус умӗнче карҫинкка тытса тӑрать, Иисус вара пашалу хуҫать

Иисус вара вӗсенчен ыйтать:

— Сирӗн миҫе ҫӑкӑр?

— Ҫиччӗ, тата темиҫе пулӑ,— хуравлаҫҫӗ вӗсем (Матфей 15:34).

Унтан Иисус ҫынсене ҫӗре ларма хушать. Вӑл ҫӑкӑрсемпе пулӑсене илет те Турра кӗлтӑвать, унтан вӗсене вӗренекенӗсене парать, вӗренекенӗсем халӑха валеҫсе параҫҫӗ. Тӗлӗнмелле те, пурте ҫисе тӑранаҫҫӗ. Ҫак апата хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне 4 000-е яхӑн арҫын ҫинӗ пулин те, тӑрса юлнӑ татӑкӗсене ҫичӗ карҫинкка туллиех пухаҫҫӗ!

Иисус халӑха ӑсатса янӑ хыҫҫӑн хӑйӗн вӗренекенӗсемпе кимӗ ҫине ларса Галилея тинӗсӗ урлӑ ишсе каҫать те тинӗсӗн хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗ патӗнче вырнаҫнӑ Магдала ҫӗрне ҫитет. Кунта ун патне фарисейсемпе пӗрле саддукейсен сектинчи хӑш-пӗр ҫынсем пыраҫҫӗ те ӑна тӗрӗслес тесе тӳперен хӑват кӑтартма ыйтаҫҫӗ.

Вӗсем ҫавна мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа ыйтнине пӗлсе Иисус хуравлать:

— Каҫхине эсир: «пӗлӗт хӗрелет — уяр пулать» тетӗр; ирхине: «пӗлӗт кӑвакарчӗ — паян ҫумӑр ҫӑвать» тетӗр. Икӗ питлӗскерсем! эсир пӗлӗт тӗсне уйӑрма пӗлетӗр, вӑхӑт паллине уйӑрма пӗлместӗр (Матфей 16:2, 3).

Унтан Иисус фарисейсемпе саддукейсене Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне нимӗнле хӑват та пулмӗ тесе калать.

Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем кимӗ ҫине лараҫҫӗ те тинӗсӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ Вифсаида еннелле ишеҫҫӗ. Ҫул ҫинче вӗсем ҫӑкӑр илме маннине асӑрхаҫҫӗ. Вӗсен пӗр ҫӑкӑр кӑна. Нумаях пулмасть фарисейсемпе тата Ирод майлӑ тӑракансемпе тӗл пулни ҫинчен шухӑшланӑ май Иисус калать: «Иродпа фарисейсен кӑвас чустинчен сыхланӑр». Вӗренекенӗсем вӑл кӑвас чусти ҫинчен асӑннипе вӗсем ҫӑкӑр илме манни пирки каласшӑн пулмалла тесе шутлаҫҫӗ. Иисус ҫакна асӑрхать те ыйту парать: «Мӗншӗн эсир хӑвӑрӑн ҫӑкӑр ҫукки пирки калаҫатӑр?» (Марк 8:15—17.)

Нумаях пулмасть Иисус пин-пин ҫынна ҫӑкӑрпа тӑрантарнӑ. Ҫавӑнпа та вӗренекенӗсен ҫакна ӑнланса илмелле пулнӑ: вӑл вӗсен ҫӑкӑр сахал пулни пирки пӑшӑрханмасть.

— Астумастӑр-им? — ыйтать вӑл.— Эпӗ пилӗк ҫӑкӑра пилӗк пин ҫын валли хуҫа-хуҫа парсассӑн, татӑкӗсене миҫе кунтӑ тултартӑр-ха эсир?

— Вуниккӗ,— хуравлаҫҫӗ вӗсем.

— Тата ҫичӗ ҫӑкӑра тӑватӑ пин ҫын валли парсан, юлнӑ татӑкӗсене миҫе пӗрне тултартӑр-ха? — ыйтать вӑл.

— Ҫиччӗ,— хуравлаҫҫӗ вӗсем (Марк 8:18—20).

— Мӗнле-ха ӑнланаймастӑр? — ыйтать Иисус, унтан ҫапла калать,— Эпӗ сире ҫӑкӑр ҫинчен каламарӑм, фарисейсемпе саддукейсенӗн кӑвас чустинчен сыхланӑр, терӗм (Матфей 16:11).

Юлашкинчен вӗренекенӗсем Иисус мӗн каласшӑн пулнине ӑнланса илеҫҫӗ. Кӑвас чусти витӗм кӳнипе чуста йӳҫсе хӑпарать. Кунта кӑвас чусти пӑсӑлса кайнине сӑнласа парать. Иисус вӗренекенӗсене «фарисейсемпе саддукейсен вӗрентӗвӗнчен» сыхланма хушать, мӗншӗн тесен ҫав вӗрентӳсем пӑсса яраҫҫӗ (Матфей 16:12, ҪХ).

  • Мӗншӗн ҫынсем Иисус патне пухӑнаҫҫӗ?

  • Иисус кӑвас чусти ҫинчен каласан, вӗренекенӗсем мӗн ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ?

  • Иисус «фарисейсемпе саддукейсенӗн кӑвас чусти» тенипе мӗн каласшӑн пулать?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр